Ҫак кунсенче __Канаш районӗнчен__ тухнӑ ҫынсене пӗрлештерекен __«Канашсем»__ ентешлӗхӗн президиум ларӑвӗ иртнӗ — унта тӗрлӗ ыйтусем сӳтсе явнӑ, ҫав шутра __Чӑваш наци конгресӗн__ ҫитес Аслӑ пухӑвне кама ямаллине те.
Лару хыҫҫӑн хатӗрленӗ протоколта (шел те, ӑна вырӑсла ҫырнӑ: е Анатолий Кипеч протокол ҫырма чӑваш чӗлхине кирлӗ шайра пӗлмест тесе шутлать, е ҫыруҫи, Юрий Тарасов, чӑвашла лайӑх пӗлмест — калама ҫук) ЧНК хӑйӗн ӗҫне япӑх пурнӑҫлани пирки асӑннӑ. Халӑхра та имӗш, чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑллах мар. Чӑваш халӑхӗн интересӗсене хӳтӗлеме йӗркеленӗ организаци ларӑва хутшӑннисен шухӑшӗпе концертсемпе илемлӗх конкурсӗсене ирттерекенсен шайне анса ларнӑ. Конгресӑн чаплӑ ятне тавӑрас тесен ӑна малашне тивӗҫлӗ ҫын ертсе пымалла — «Канашсем» ентешлӗх вӑл ҫын вырӑнӗнче ЧАП партийӗн ертӳҫи пулнӑ Лукианов Николай Егоровича курать. Ҫак кандидатурӑпа вӗсем ытти ентешлӗхсене килӗшме сӗннӗ.
Аса илтеретпӗр, ЧНК Аслӑ пухӑвӗ юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртмелле. Унта, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ Президента суйламалла.
Пӗлме: «Канашсем» ентешлӗхе чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ __Анатолий Кипеч__ ертсе пырать. Ентешлӗх президиумне ҫавӑн пекех Алексеев А.Ю., Семёнов В.П., Викторов Н.А., __Лидия Филиппова__, Лукианов Н.Е., Тарасов Ю.А., Гурьев В.В., Паавлов В.М., Клементьева И.В., Мардарьев С.Н. кӗреҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |