Авӑнӑн 12–14-мӗшсенче Тутарстанра тутар фольклорӗн Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртӗ. Тутар Республикин тӗп хулинче — Хусанта — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх фольклор ушкӑнӗсене чӗннӗ. Вӗсем шутне __Комсомольски районӗнчи__ __Урмайри__ информаципе культура центрӗн «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗ те кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен фольклор ушкӑнӗсем хушшинче фестиваль ирттерни тутар халӑхӑн йӑла культурине сыхласа хӑварма пулӑшӗ.
Асӑннӑ фестивале «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗн 20 хутшӑнаканӗ кайӗ, вӗсем шутне Комсомольскинчи ачасен ӳнер шкулӗнчи тутар фольклорӗн, вокал, театр уйрӑмӗнче вӗренекенсем те кӗнӗ.
«Мишар» халӑх юррисене шӑрантарӗ тата тутар-мишар ташшисене ҫаптарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Чӑваш Республикӑри тутарсем пурӑнакан вырӑнсенчи чӑн этнос материалӗн программипе паллаштарӗҫ.
«Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ушкӑнне ӑнӑҫу сунатпӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |