Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, __Ҫӗрпӳ__ хулин тӗп стадионӗнче массӑллӑ «Ҫӑлтӑрпа зарядка» иртнӗ. Сывлӑха ҫирӗплетекен меропритие сывлӑхлӑ пурнӑҫа кӑмӑллакансем — ача пахчин шӑпӑрланӗсем, шкул ачисем, студентсем, сывлӑха сыхлакан, вӗренӳ, обществӑлла организаци отраслӗсен ӗҫченӗсем — хутшӑннӑ пулнӑ.
«Ҫӑлтӑрпа зарядка» массӑллӑ мероприятие Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов уҫнӑ пулнӑ. Вӑл пурне те спортпа туслӑ пулма, сывлӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма чӗнсе каланӑ.
Сывлӑха ҫирӗплетекен акцие хутшӑнакан 2 пин ҫынна бокс спорт тӗсӗн Тӗнче, Европа чемпионӗ Валерий Львов тата хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хулана ҫитнӗ республикӑри спорт-сывлӑха ҫирӗплеткен аэробикӑпа фитнесӑн федераци президенчӗ Оксана Дьячук килни хытах савӑнтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ хусканусем кӑтартнӑ, зарядкӑна пуҫтарӑннӑ халӑх вара ҫав хусканусене туса пынӑ.
Ҫанталӑкӗ те паян Ҫӗрпӳ хулан ҫыннисене савӑнтарас тенӗ. Хӗвел ӑшшипе зарядкӑна хутшӑнакансем эрнелӗхе хастарлӑха пухнӑ. Юлашкинчен вара ҫынсем ҫакӑн йышши акцийӗ час-часах ирттермелли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |