Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем шкул пӗтерсенех вӑтам е аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче алла пӗр-пӗр професси илес тӗллевпе хуласене тухса каяҫҫӗ, диплом илсен вара нумайӑшӗ ӗҫ тупса ҫавӑнтах юлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем тӑван ялсенех тавранччӗр тесе мӗн тумала-ши?

Ҫак ыйтӑва __Улатӑр районӗнчи__ __Кивӗ Эйпӗҫ__ ял ҫыннисем хӑйне майлӑ татса парас тенӗ. Ӳсекен ӑрӑва илӗртекен хула илемне вӗсем яла кӳрме шутланӑ. Ӗҫе вара тирпей, илем кӳрессинчен пуҫланӑ, хӑйсен кил-ҫурт таврашӗнчи картиша тивӗҫлӗ сӑн кӗртессипе ӑмӑртса ӗҫе тытӑннӑ. Ятарлӑ пӗлӳ ҫук пулсан та тӑван яла илем кӳрессипе ҫунатланнӑ хастарлӑ ял-йыш тӑрӑшсах ӗҫлет.

Уйрӑмах хӑйне майлӑ пултаруллӑхпа __Кивӗ Эйпӗҫре__ Владимир Поляков палӑрать. Унӑн картишӗнче алӑпа ӑсталаннӑ чӗрчунсен тӗнчи вырнаҫнӑ.

Юлашки 7 ҫулта ял-йыш кану вырӑнӗсене йӗркелессипе те хастаррӑн ӗҫлет, Кивӗ Эйпӗҫ таврашӗнче паянхи кун 8 парк вырнаҫнӑ. Уйрӑмах пӗр паркӗ юратакан мӑшӑрсене илӗртет, ҫавӑнпа та ӑна «Ҫамрӑклӑх» ята панӑ.

— Уйрӑмах каҫ-кӳлӗм вӑхӑтӗнче ҫутӑлнӑ хунарсемпе, шавлакан пӗрхӗнчӗк ял таврашне илемлетет, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Кивӗ Эйпӗҫре пурӑнакан Марина Лебедева.

Ял таврашне илем кӳресинче тӑкаксемсӗр пулмасть, ҫавӑнпа та кашни ҫул ялти ҫынсем паха ӗҫ валли 50-шар тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Икӗ ҫул каялла ялти Шкул урамӗ республикӑра чи хитре урам ятнӗ тивӗҫнӗ. Халӗ вара Кивӗ Эйпӗҫсем вӗсен ялӗ республикипе чи типтерлӗ те илемлӗ ята тивӗҫессипе хастар ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 07

1914
111
Иван Вашки, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1920
105
Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш канаш съезчӗ пуҫланнӑ.
1929
96
Канашра пӗрремӗш электростанци ӗҫлеме тытӑннӑ.
1930
95
Шупашкарта Н.К. Крупская ячӗллӗ парка уҫнӑ.
1931
94
«Штурм» (халӗ «Ялав» ятлӑ) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
91
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
85
Эверккел Ваҫҫи, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
«Сталинец» хаҫата «Октябрь ҫулӗ» (халӗ «Ҫӗрпӳ хыпарҫи») ят панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем