__Шупашкар хула кунне__ ирттерсе янӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн экономика аталнӑвӗн министерстви тӳрех уявӑн тӑкакӗсемпе тупӑшӗсене шутлама тытӑннӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх уяв кунхине хулари предприятийӗсенчи тавар ҫаврӑнӑшӗ 20 миллион тенкӗ таран ҫитнӗ.
Суту-илӳ чатӑрӗсем Хӗрлӗ тӳремре, Лакреей вӑрманӗнче, 500 ҫул Шупашкар культурӑпа кану паркӗнче 3 миллион тенкӗ укҫа туса илнӗ.
— Сутӑннӑ сувенирсен йышӗ 2 миллион тенкӗ патне ҫитнӗ, — пӗлтереҫҫӗ министерство пресс-службинче.
Ҫав хушӑрах хула хыснишӗн уяв сисӗнми иртнӗ, мӗншӗн тесен тунӑ тӑкаксене хысна тулашӗнчи укҫаран тунӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫакӑн йышши пысӑк мероприятийӗсене йӗркеленӗ чухне __Шупашкара__ республикӑпа темиҫе ҫул хушши ҫыхӑну тытса пыракан партнерсем пулӑшса тӑраҫҫӗ. Хула администрацийӗ уява йӗркеленине «5+» паллӑпа хакланӑ пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |