Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене паянхи кун тӗлне 110 пин гектар ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкран 47 процента ҫӗннине пӗлтерет. __Елчӗк районӗнче__ 83,8 процента ҫитнӗ; __Шӑмӑршӑ районӗ|Шӑмӑршӑра__ — 63,2%; __Вӑрнар районӗ|Вӑрнарта__ — 55,6%, __Патӑрьел районӗ|Патӑрьелте__ — 55,3%; __Комсомольски районӗ|Комсомольскинче__ — 54,3%; __Канаш районӗ|Канашра__ — 54,3%; Красноармейскинпе Хӗрлӗ Чутайӗнче — 53,9%. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 19,2 центнер тухать. Вырмана вӗҫленӗ хуҫалӑхсем те пур. Ун пеккисем республикипе — тӑххӑррӑн. Ҫурринчен иртнисем вара — 146-ӑн.
Республикӑн ял хуҫалӑх министерстви талӑксерен миҫешер гектар вырса пынине тата хирте миҫе комбайн ӗҫленине те сӑнаса пырать. Малтанхи кӑтартӑва илсен, кунсерен 17,5-шар пин гектар ҫинче вырса тӗшӗлеҫҫӗ. 774 комбайнран хирте 711-шӗ ӗҫлет. Пурте хире тухайманни вӗсем ваннипе ҫыхӑннӑ. Кашни комбайн вӑтамран талӑксерен 24,6 гектар ҫӗнет иккен. Ҫапах та ку кӑтарту __Ҫӗмӗрле районӗнче__ калама ҫук пӗчӗк — пурӗ те 9 гектар. Комбайн хӑватне илсен, вӑтамран вӑл 15 гектар вырма пултармалла иккен. Ҫӗнӗ йышшисем шучӗпе 40 гектар ытла та ҫӗнейреҫҫӗ-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |