__Шупашкарпа__ __Лапсар ял тӑрӑхӗн__ чиккинче, __Вӑрманкас__ ялӗ ҫывӑхӗнче юпа ларать. Шупашкарпа __Кӳкеҫ__ хушшинчи ҫулпа ҫӳрекенсем ӑна курнӑ курнах ӗнтӗ.
Фёдор Мадуров ӳнерҫӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ Чӑвашсен йӑлари инемлӗхӗн вырӑнти «Турӑ» тӗн пӗрлешӗвӗ сӑваплӑ ӗҫ тӑвать ӗнтӗ — пирӗн мӑн асаттесем тытса пынӑ, пирӗн асаттесем упраса хӑварнӑ халӑх тӗнӗн пурнӑҫне тӑсать. Анчах ҫак пӗчӗк пӗрчӗ евӗр япала та православи тӗнӗшӗн пӳрнене кӗнӗ шӑрпӑк пекех — патшалӑх толерантность пирки кунӗн ҫӗрӗн калаҫать пулин вӗсем пирӗн халӑхӑн авалхи тӗнне йышӑнасшӑн мар. Вӑрманкас патӗнчи юпапа ҫыхӑннӑ пур пӑтӑрмах та, Фёдор Мадуров шухӑшӗпе православӗ пупӗсем хистенипе пулса иртет: малтан ку юпана пуртӑпа такканӑ (хӗрарӑм алли пулни тӳрех паллӑ), кайран лартнӑ йӑмрасене тӳнтернӗ, ҫӑлкуҫа питӗрсе хунӑ. Хальтерех вара, кӑна хӑвсамӑр та асӑрханӑ пуль, ҫывӑхра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ку та кӑна мар, юпана кӑларса перес тесе чавма та пуҫланӑ, анчах те хурахӑн вӑйӗ ҫитмен, те такам хӑратнӑ — ӗҫне туса ҫитереймен.
Фёдор Мадуров каласа панӑ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫсем пирки ӑҫта кӑна ҫырман пулӗ — пӗр тӳре-шара та хутта кӗресшӗн пулман.
Ыйтас килет: пирӗн чӑваш тӗнӗ ҫавнашкалах чӑрмантарать-ши? Е православи тӗнӗ халӗ те унран хӑрать — пӗр утӑм туни те ытла та вӗсене шиклентерет-ши?
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |