__Муркаш районӗнчи__ __Ильинкӑри__ авалхи юмана «Чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус панӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, унӑн ӗмӗрӗ 362 ҫулпа танлашать. Вулли 182 сантиметр, ҫавӑрса тытса илес тесен темиҫен алла аллӑн тытӑнса тӑрса тухмалла: сарлакӑш — 570 сантиметр. Юмана виҫӗ хутчен те аслати ҫапнӑ иккен. Унччен йывӑҫ тӑршшӗ 26 метр ҫӳллӗш пулнӑ, халӗ 24 метр тӑрса юлнӑ. Ҫамрӑк мар пулин те юман халӗ те йӗкел тӑвать.
Ятарлӑ статус панипе ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ хутшӑннӑ. Унта Федераци Канашӗн ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварассипе ӗҫлекен канашӗн ӗҫ тӑвакан дирекцийӗн ертӳҫи Владимир Зотов тата асӑннӑ органӑн пайташӗ Сергей Пальчиков, Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Вӑрман департаменчӗн ертӳҫи Александр Орнатский тата ыттисем хутшӑннӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2582397|**Сӑнсем**__ (25)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |