Республика тӗп хулинче парӑмлӑ ҫынсемпе суд приставӗсен калаҫӑвӗ кӗске. Парӑмсене укҫа-тенкӗпе татса памасан килти пурлӑхпа сывпуллашма лекет.
Ак, тӗслӗхрен, коммуналлӑ тӑкаксене татса паманнишӗн __Мускав районӗнче__ пурӑнакан арҫын хӑйӗн «Вольво» маркӑллӑ ураписӗр тӑрса юлнӑ, лешне арҫын парӑмӗсене саплаштарас тесе суд приставӗсем арестленӗ.
Тата тепӗр парӑмлӑ арҫына 5 кунлӑх арестленӗ. Вӑл иккен хӑйӗн патне ҫул йӗркине пӑснишӗн килнӗ 15 административлӑ штрафа тӳлесе татман, ҫавӑнпа та унӑн явапа ҫакнашкал тытма тивнӗ.
Саккун йӗркисене арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те пӑсни тӗл пулать. Сӑмахран, __Чӑваш патшалӑх университетӗнче__ пӗри ӗҫрен тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне уйӑрса панӑ пӳлӗмне пушатма килӗшмен. Мускав районӗн сучӗ хӗрарӑма тепӗр пурӑнмалли ҫурта тупмасӑрах пӳлӗмрен кӑларма йышӑннӑ. Хайхи вара суд йышӑнӑвне те пурнӑҫлама васкаман иккен, ҫавӑнпа та приставсем ӑна йӗрке тӑрӑх вӑйпа кӑларса янӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |