Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӗнчипе мӗнле кӑна спорт тӗсӗ ҫук та пуль. Пурин ятне пӗлсе те ҫитеймӗн. Республика спортсменӗсем вара спорт тӗсӗсене пӗлеҫҫӗ кӑна мар, вӗсенче хутшӑнаҫҫӗ те.

Шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче 10:00 сехетсенче __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ Андриян Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта спидскейтингпа (кӑлтӑрмачлӑ тӑркӑчпа хӑвӑрт чупасси) Чӑваш Республикин Кубокӗ иртнӗ. Унта хутшӑнма республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пуре 42 спортсмен килсе ҫитнӗ.

Нумай майлӑ кӗрешӗвӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх яшсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Атнер Федоров тивӗҫнӗ. Иккемӗш вырӑнта вара Дмитрий Паликов, виҫҫӗмӗш — Илья Киселев.

Хӗрсем хушшинче вара пьедисталӑн чи ҫӳллӗ картлашкинче Салампи Федорова вырнаҫнӑ, Анна Порфирьева вара — иккемӗш, Анастасия Порфирьева — виҫҫемӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Арҫынсем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт шкулӗн трненер-вӗрентекенӗ Александр Никандров йышӑннӑ. Галина Казанбаева хӗрарӑмсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Шупашкар чысне хӳтӗлекен Надежда Федорова иккемӗш вырӑна тухнӑ, Анна Цыковникова — виҫҫӗмӗш.

Спидскейтингпа Чӑваш Республикин Кубокӗн виҫҫемӗш тапхӑрӗ Ҫӗнӗ Шупашкартах ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче иртет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи