Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫынсем пӗр-пӗрне саваҫҫӗ, мӑшӑрланаҫҫӗ...» Ҫапларах мар-ши шӑрантараччӗ хӑй юррине «Хаваслӑ ача-пӑча» ансамблӗ. Ҫак юрӑ сӑмахӗсене тӗпе хурса пулмалла ҫамрӑксем час-часах мӑшӑрланма тытӑнчӗҫ. Анчах пӗрлешни вӑл пӗр ӗҫ, пӗрле ҫемьеленсе пурӑнни вара тепӗр. Уйӑхне 10 мӑшӑр пӗрлешет пулан ҫав шутпах уйрӑлать. Ку лару-тӑру мӗнпе ҫыхӑнни, кӑсӑклӑ ыйту. Тен, кунта «Васкакан — вакка сикет» тени вырӑнлӑрах пулать.

Ҫемье ӑшшине, юратӑва 50 ҫул хушши мӗнлерех упрамаллине __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пурӑнакан Каршев ҫемьи лайӑхах пӗлсе тӑрать. Утӑн 19-мӗшӗнче вӗсем ылтӑн туй уявне паллӑ туйнӑ. Леонид Михайловича тата Людмила Константиновнӑ традицилле ҫӗрӗсемпе ылмашнӑ, пӗрлешнине ҫирӗплетекен ятарлӑ хута илнӗ тата Ҫӗнӗ Шупашкарти мӑшӑрлану кӗрменӗн хаклӑ хӑнасен кӗнекинче аллӑ пуснӑ.

Юбиляр ҫемьи икӗ ачана ӳстернӗ: ывӑл — Юрий тата хӗр — Маргарита. Халӗ вӗсем 5 мӑнукпа тата 5 мӑнук ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. «Пӗр-пӗрне юратмалла», — теҫҫӗ Каршевсем.

Юбилярсен ӗҫе-хӗлӗ пӗр хутччен мар чысланӑ хисӗп хучӗпе, иккӗшӗ те «Ӗҫ ветеранӗ» ятне тивӗҫнӗ.

Каршев ҫемьи ҫамрӑк мӑшӑрсемшӗн тивӗҫлӗ тӗслӗх.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын