Тӗрлӗ сӑлтавсене пула сусӑрланнӑ, чирлекен ҫын хӑш-чухне медицина йышӑнӑвӗпе «инвалид» тейӗнме те пултарать. Ку диагноз вара ҫын пушшех «юрӑхсӑрланнӑ», обществӑна нимле усӑлӑх кӳрме пултараймасть тесе калама васкамалла мар. Шӑпан тискӗрлӗхе пула хӑйсене ҫунатсӑр кайӑк пек туякансем нумай чухне пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ, усӑллӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
__Ҫӗмӗрле__ хулинче инвалидсене ӗҫпе тивӗҫтерме тытӑнни ҫинчен эпир __/news/3121.html|маларах хыпарланӑччӗ__. Республика шайӗнче вара пӗтӗмӗшле ҫак енпе лару-тӑру япӑх мар. Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал ҫур ҫул кӑтартӑвӗпе республикӑра 659 сусӑр ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ. Ку хисепе процент ҫине куҫарсан — ӗҫе вырнаҫас текенсенчен 70% майлӑ пулать. Унсӑр пуҫне 77 инвалида вӗренме янӑ, виҫӗшне вара хӑйсен уйрӑм ӗҫне уҫма пулӑшупа тивӗҫтернӗ. 2013 ҫулта инвалидсене ӗҫе вырнаҫтарас тӗллевсемпе федераллӑ хыснаран — 6,4 миллион тенкӗ, республика хыснинчен вара — 420 пин тенкӗ уйӑрмалла тесе йышӑннӑ.
Утӑн 1-мӗшӗнчи кӑтартӑвӗсем тӑрӑх республикӑри 300 организаци 2 пин яхӑн инвалид валли уйрӑм ӗҫ вырӑнӗсене йӗркеленӗ. Паянхи куна 1 700 вырӑн хӑйӗн ӗҫченӗсене тупнӑ. Пӗтӗмӗшле вара республика организацийсенче 2 500 майлӑ чӑлах вӑй хурать.
Республика программипе килешӳллӗн виҫӗ ҫул хушшинче 300 инвалида тата чӑлах ача-пӑчана ӳстерекен 150 ашшӗпе-амӑшне ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме планланӑ. Унсӑр пуҫне программӑра ҫирӗплетнӗ йышӑнупа инвалидсем валли ятарлӑ ӗҫ вырӑнне йӗркелессипе тунӑ ӗҫе вырнаҫтаракансен тӑкакӗсене саплаштарма палӑртнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсем хушшинче ӗҫпе тивӗҫтерекен ятарлӑ центӑрсем республикӑри тӗрлӗ организацийӗсемпе инвалидсем валли 70 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелемелли ҫинчен килешӳ тунӑ.
Инвалидсем вара бухгалтер, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен инженер, суту-илӳ менеджерӗ, диспетчер, хуралҫӑ, пушмакҫӑ специальнӑҫсемпе ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |