Сыпкалама юратакансен кулленхи ыйту вӑл — «мӗнле майпа паян ӑша лӑплантарас-ши?» Черкке тупас нушта вара ҫынна тӗрлӗ ӑссӑр ӗҫсем тума хӗтертет.
Сӑмахран, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче самай «хӗренкеленӗ» арҫын апат-ҫимӗҫ лавккине ҫул тытнӑ — ара, ун хуҫи амӑшӗ-ҫке. Унта вӑл лавккаҫӑран тӳлевсӗрех икӗ эрех кӗленчи илесшӗн пулнӑ. Лавкаҫӑ вара хуҫа хӑй ывӑлне эрех таврашӗпе тивӗҫтерме юраманнине тӗпе хурса __Шупашкар районӗн__ 37 ҫулхи арҫынна мӗн ыйтнине пама килӗшмен. Лешӗ вара нумай шутласа тӑман иккен — лавкка ҫӳлӗкӗнчен икӗ кӗленче илсе кӗсьене чиксе тухса кайнӑ.
Ҫак ӗҫ-пуҫпа вара паян суд ларӑвӗ иртнӗ. Унта хайхи арҫын амӑшӗ ывӑлне лавккаран эрех тавраш илсе тухма ирӗк паманнине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн РФ прокураторинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑрӑ-хурах ӗҫне тытӑннӑ арҫына «Ҫарату» статьяпа «айӑплӑ» тесе палӑртнӑ. Ӑна вара пӗр ҫул та вунӑ уйӑхлӑх юсав колонине леҫмелле тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |