Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре 848 ҫын наркӑмӑшланнӑ. 100 ҫын пуҫне илсе пӑхсан кӑтарту 68,0 тӗслӗхпе танлашать иккен. Иртнӗ ҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен ку вӑл 2,6 процент пӗчӗкрех.
Тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе сиенлекенсен хушшинче такам та пур: ватти-вӗтти, арӗ-арӑмӗ. Наркӑмӑшланнин йышӗпе __Куславкка районӗ|Куславкка__, __Красноармейски районӗ|Красноармейски__ районӗсем, __Шупашкарпа__ __Канаш__ хулисем начаррисен шутӗнче.
Спиртлӑ шӗвексемпе 374 ҫын шар курнӑ, вӗсенчен 27-шӗ вилнӗ. Ҫапах та эрех-сӑрапа сиенленекенсен шучӗ пӗлтӗрхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен чакнине палӑртма кӑмӑллӑ. Инфекционитсенчен пулӑшу ыйтни тӑрӑх хакласан, хаяр шӗвекпе иртӗхме арҫынсем ытларах кӑмӑллаҫҫӗ тесе шухӑшлама май килет. Спиртлӑ шӗвеке пула наркӑмӑшланнисен шутӗнче 80,2 проценчӗ — шӑпах вӗсем. Ҫынна пульница койки ҫине суррогат кӑна мар, этил спирчӗ те илсе ҫитерет: 374 тӗслӗхрен 65 проценчӗ шӑпах ӑна пула аптӑранӑ та. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен шучӗ __Вӑрнар районӗ|Вӑрнар__, __Йӗпреҫ районӗ|Йӗпреҫ__, __Куславкка районӗ|Куславкка__, __Шупашкар районӗ|Шупашкар__, __Елчӗк районӗ|Елчӗк__ районӗсенче тата __Шупашкарпа__ __Канаш__ хулисенче ӳснӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |