Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать тесе ахальтен каламаҫҫӗ пуль ҫав. Хӑш чух лайӑхрах-тӑр, тепӗр чухне унчченхине ҫитмен пек те туйӑнать пулӗ. __Йӗпреҫ район__ администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхри __Смычка__ ялӗнчи клубра урӑх ҫынсем ӗҫлеме тытӑнни усса кӑна кайнӑ-мӗн. Улшӑну пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «А. Тимофеева опытне тата А. Михетова пӗлӗвне кура вырӑнти клуб ӗҫне ҫӗнӗрен чӗртсе яма килнӗ», — тесе хыпарланӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
Культура учрежденийӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ-мӗн. «Малинки» ташӑ ушкӑнне 6-17 ҫулсенче хӗрачасем ҫӳреҫҫӗ, хӗрарӑмсем валли «Тантӑш» фольклор ансамблӗ йӗркеленӗ. Ҫу уйӑхӗнче смычкӑсем концертпа __Патӑрьел районнех__ ҫитсе килнӗ. Ытти чух та тухса ҫӳреҫҫӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |