__Патӑрьел районӗнчи__ __Пикшик ял тӑрӑхӗнче__ ҫак шӑматкун йӑлана кӗнӗ уяв — Патӑрьел районӗн кунӗ — иртнӗ. Ӑна Пукрава халалласа кӑҫалхипе улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Патӑрьелсем вара ҫав куна чи лайӑх ял тӑрӑхне палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ-мӗн.
Уява вырӑнти пуҫлӑхсемпе пӗрлех районӑн хисеплӗ ҫынни __Лев Кураков__ (чылайӑшӗ ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ тӑрӑх пӗлет), ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров тата Кокель ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери VII пленэра хутшӑнакан делегаци хутшӑннӑ.
Кирек епле уяври пекех тӗрлӗ чыслав та самай пулнӑ. __Пикшикри__ халӑх театрӗ вара тинех машинӑллӑ пулнӑ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов йыша ГАЗель машина илме сертификат тыттарнӑ. Тата, паллах, халӑх юрланӑ-ташланӑ, савӑннӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ал ӑстисен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Уява салют вӗҫленӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=2561765|**Сӑнсем**__ (126)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |