Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкар__ хулин 2035-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗн ҫӗнӗ планне сӳтсе явассипе республикӑн тӗп хулинче пӗр кун самай кӑсӑклӑ калаҫу пулса иртнӗ. Унта хамӑр пулманнине кура тӗрлӗ ҫӑлкуҫ хыпарлани тӑрӑх хакласан ҫӗнӗ генплана тем майлӑ хаклакан-йышӑнакан та пурри сисӗнет. Хӑшӗсем ытлашши хурласах каймаҫҫӗ пулсан, теприсем ӑна ҫапса хуҫманни кӑна.

Проекта республикӑн тата хула тӑвӑмӗн канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Виҫӗ сехет хушшинче тӗрлӗ сӗнӳ паракан тупӑннӑ-мӗн. Пӗри, ав, Шупашкара __Атӑл__ леш енӗпе ҫыхӑнтарма хулан хӗвеланӑҫ районӗнче кӗпер тусан аваннине палӑртнӑ. Тепри вара ку шухӑш пирки фантастика тесе пӑшӑлтатса илнӗ. Чӑваш Ен урлӑ тума палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тата хулана «Богданка» район урлӑ монорельс ҫулӗ туса ҫыхӑнтарма сӗнекен те тупӑннӑ. Вӗрен ҫулӗ кирлине асӑнакан та пулнӑ иккен. Шупашкарпа __Ҫӗнӗ Шупашкара__ ҫыхӑнтаракан ҫум ҫул кирлине калакан та, ҫырма-ҫатрана анса хӑпармалли майсене пӑхса хӑварасси пирки аса илтерекен те тупӑннӑ.

Ҫӗнӗ генплана хатӗрленӗ Питӗрти РосНИПИУрбанистика институчӗн архитекторӗ Ирина Гришечкина палӑртнӑ тӑрӑх, генплан кӑҫал вӑя кӗмелле, палӑртнӑ ӗҫсен пӗр пайне 2020-мӗш ҫулта туса пӗтермелле. Шупашкар территорийӗнче вырнаҫнӑ сад юлташлӑхӗсен ҫӗрӗсене те ӳлӗмрен усӑ курасшӑн-мӗн. Хулана, тӗпрен илсен, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне аталантармалла. Малтан калани шутне «Ҫӗнӗ хула» текен район кӗмелле, иккӗмӗшӗн шутне — аэропорт патӗнчи территори. Кунсӑр пуҫне __Питтукасси__ ялӗ патӗнчи района, Богдан Хмельницкий урамне, пир-авӑр комбиначӗпе Атӑл хушшинчи территорие, «Волжский-4» тата «Чантӑр» микрорайонсене кӗртнӗ. Хула варринче сахал хутлӑ ҫуртсене мар, нумай хутлисене ытларах хӑпартмалла. Ҫурт-йӗр тӑвасси пирки каласан, хальхи вӑхӑтра асӑннӑ фонд __Шупашкарта__ 11 миллиона яхӑн тӑваткал метр йышӑнать пулсан, генплана 2035 ҫул тӗлне унӑн калӑпӑшӗ икӗ хут ӳсмелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫулталӑкне 500 пиншер тӑваткал метр ҫурт-йӗр ҫӗклемелле. Тумалла тетпӗр те, анчах ун валли ҫӗр кирлине тавҫӑрма йывӑр мар. Институт шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, 2 пине яхӑн гектар ҫӗр кирлӗ. Ҫак ыйтӑва __Чантӑр__ тата Атӑлҫи еннелле сарса хулана пысӑклатма май пур-мӗн. Шупашкар чиккине ҫапла анлӑлатсан 900-е яхӑн гектар лаптӑк хутшӑнать иккен.

Хулан ҫул-йӗрпе транспорт аталанӑвӗ пирки калас-тӑк, ҫӗнӗ генплана темле улшӑнусемех кӗртмен-мӗн. Тӗп тӗллев — хула варрине транспортран пушатасси. Хула ҫийӗн вертолетпа вӗҫсе ҫаврӑннӑ чух (ун пирки __/news/3312.html|эпир хыпарланӑччӗ__) Питӗр архитекторӗ Ирина Гришечкина Гагарин урамӗпе иртме уйрӑмах йывӑррине асӑрханӑ иккен. «Благовещенский» микрорайонта та транспортпа ҫул-йӗр ыйтӑвӗпе ӗҫлемелле.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗнӗ генплан хатӗрлекенсем транспорт ыйтӑвне автобус маршручӗсене икӗ хут ӳстернипе татса пама сӗнеҫҫӗ. Хӑшӗсем трамвай ҫулӗ тумалла тени пирки Питӗр архитекторӗсем кирлӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Генплана хатӗрлесе ҫитерессине кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын