Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Йӗпреҫ район__ администрацине иртнӗ эрнекунтан ҫӗнӗ ҫын — **Николай Чугаров** — ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен ҫак тилхепене туртнӑ Анатолий Петров тӗлӗшпе кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем Анатолий Петров кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кивӗ тата ҫӗнӗ хваттер хакӗн уйрӑмлӑхне саплаштарма укҫа тӳлеме тивет тесе ҫынсене ӗнентернӗ иккен. «Кӗмӗле» кӑларса хума килӗшмесен хваттер тивӗҫмессипе хӑратнӑ имӗш. Аптӑранипе ҫынсем ҫурт тӑвакан организаци счечӗ ҫине пурӗ 5,9 миллион тенкӗ куҫарнӑ-мӗн.

Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче администрацие ертсе пыма халӑх тарҫисем икӗ кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑх лавне туртма кӑмӑл тӑвакансем малтанласа пилӗкӗн пулнӑ иккен, анчах кашнинпе уйрӑмшар калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурс комиссийӗ вӗсенчен иккӗшне ырланӑ. Вӗсенчен пӗри — Игорь Семенов, тепри — Николай Чугаров. Юлашкинчен асӑнни юлашки ҫулсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Депутатсенчен 16-шӗ шӑпах ӑна шаннине палӑртнӑ та. Тепӗр улттӑшӗ Игорь Семеновшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара Йӗпреҫ район администрацине Николай Чугаров ертсе пырӗ.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=60&type=news&id=2557906|**Сӑнсем**__ (15)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 19

1936
90
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын