Ҫитес уйӑхшӑн, тепӗр майлӑ каласан, ырантан, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх хакӗсемшӗн вӑтамран 15 процент нумайрах тӳлеме тытӑнӑпӑр. Сӑмах май, юлашки ҫулсенчен тарифсене унчченхилле ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ӳстерме пӑрахрӗҫ. Ҫапла вара хальхи хаклану кӑҫал пӗрремӗш хут пулса иртет.
Чӑваш Енӗн патшалӑх конкурентлӑ политикипе тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ энергишӗн хаксем вӑтамран 9,8 процент ӳсмелле; сивӗ шывшӑн тата канализаципе усӑ курнӑшӑн — 5,2 процент; ҫутӑшӑн — 14,6-15 процент. Ялта пурӑнакансем пӗр киловатт сехетшӗн 1 тенкӗ те 76 пус тӳлеме пуҫлӗҫ; хуларисем — 2 тенкӗ те 51 пус. Газ хакӗ 14,5 процент хӑпарӗ те унӑн пӗр кубла метрӗн хакӗ 4 тенкӗ те 50 пуспа танлашӗ.
Тарифсем пирки ӑнлантарма ирттернӗ брифингра Альбина Егорова 33 тӑваткал метрлӑ хваттерте пурӑнакан пӗр ҫын унччен уйӑхне 1372 тенкӗ тӳленӗ пулсан, ырантан 1443 тенкӗ тӳлеме пуҫлассине пӗлтернӗ.
Ҫурт-йӗре централизациленӗ майпа ӑшӑтакан ҫуртра пурӑнакансен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн хаксем 12 процентран ытла ӳсмелле мар-мӗн; ҫутӑпа тата газпа ӑшӑтса пурӑнакансемшӗн — 15 процентран ытла мар.
Тата халӗ ҫынсене пӗр вӑхӑтра хытах пӑтратнӑ пӗр тариф вӑя кӗрет. Вӗри шывшӑн ӳлӗмрен икӗ тӗрлӗ компонентпа тӳлеме тытӑнмалла. Пӗрне хупӑ майпа ӑшӑтса тӑни теҫҫӗ, теприне — уҫӑ майпа. Юлашкинчен каланӑ меслетпе-тӗк тариф 10,5 процент таран ӳсӗ, хупӑ май пулсан — 7,3 процент таран.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |