Ҫапла-ҫапла. Анчах сӑлтавсӑр-мӗнсӗр мар. Ҫак тимӗр урхамаха курӑк ҫине лартнӑшӑн. Кун пирки Шупашкар хулин __Ленин район__ администрацийӗ пӗлтерет. Автомобильсене курӑк ҫине лартакансем, ача-пӑча вылямалли лаптӑксем ҫине кӗрсе каякансем пирки тӳре-шарана хула ҫыннисем вӗҫӗмех евитлеҫҫӗ имӗш. Пӗр тесен, хула урамӗсен картишӗсемпе утса ҫаврӑнсан ҫӑхавламасӑр та курӑнать-ха. Апла хӑтланаканӗсен, ахӑртнех, хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Хӑшӗсен, тен, гараж ҫук-тӑр. Теприсем пулсан та унта ҫитесшӗн мар пулӗ. Ара, кил умне лартма меллӗрех-ҫке. Тата машинӑсем нумайланса кайнипе те вырӑн ҫитменни пур. Кирек епле пулсан та ку вӑл тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Кирек мӗнӗн те йӗрки пур, ҫав шутра ку тӗлӗшпе те.
Ҫӗртмен 25-27-мӗшӗсенче асӑннӑ район администрацийӗн специалисчӗсем машинӑсене ӑҫта кирлӗ унта лартса тухнине палӑртма рейд ирттернӗ. Вӗсем Хусанкай, Кӑкшӑм, Гагарин, Энгельс, Маршак, Ярославль, Воробьев композиторсен, К. Маркс урамӗсене, Ленин проспектне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йӗркене пӑснӑ 105 тӗслӗх асӑрханӑ, вӗсене сӑн ӳкерсех илнӗ. Автомашина хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра административлӑ явап тыттарӗҫ тата, паллах, апла лартма юраманни пирки адмкомиссине чӗнсех ӑнлантарӗҫ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=102&type=news&id=2557611|**Сӑнсем**__ (йӗркене пӑсакансене 37 сӑн ҫинче курма пулать)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |