Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫапла, ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ ҫав. __Шупашкар районӗ|Шупашкар__ енче юлашки вӑхӑтра ҫумӑр пулман мар-ха. Анчах кӑнтӑр енче ӑна теме кӗтнӗ пекех тӗмсӗлеҫҫӗ иккен. __Патӑрьел районӗнче__, сӑмахран, вӑйлӑ ҫумӑр ака уйӑхӗн 26-мӗшренпе ҫуман теҫҫӗ. Унтанпа вӗтӗ ҫумӑр икӗ хутчен шӑпӑртатса иртнӗ те тек пулман-мӗн.

Ял хуҫалӑх культурисене епле те пулин сыхласа хӑварас тесе хресчен тӗрлӗ меслет шырать. 4 хуҫалӑхра хирсене шӑвараҫҫӗ иккен. Ҫапах та мӗнпур уя шӑварса пӗтереймесси паллӑ ӗнтӗ. Ҫӗрулмине типсе каясран ятарлӑ препаратпа аталантараҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах ку та йывӑрлӑхран тухмалли ҫул-йӗр тееймӗн. Ҫеҫке симӗс ларсан та ҫӗрулми ӳсесшӗн мар.

Акӑ, «Батыръ» хуҫалӑхра рапс пачах шӑтса тухманпа пӗрех иккен. Сухаласа пӑрахасси кӑна юлать тесе пӑшӑрханать имӗш агрофирма ертӳҫи Шейхулла Куликов.

Пӗтӗмӗшле илсен, __Патӑрьел районӗнче__ ҫуртрисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ пӗтнӗ теҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ йышши культурӑсем кӑна 7 пин ытла гектар ҫинче типсе ларнӑ.

Синоптиксем те хресчене ҫумӑр ҫӑвать текен хыпарпа савӑнтараймаҫҫӗ. Вӗсем ҫитес эрне варричченех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрасса пӗлтереҫҫӗ, ҫумӑр пирки асӑнсах каймаҫҫӗ.

Ӗлӗкрех чӑвашсем ҫакнашкал лару-тӑрура ҫумӑр чӳкӗ ирттернӗ теҫҫӗ те, патӑрьелсем те маннӑ, те унашкал кӗлле шанмаҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй