Общество институчӗсен йышӗ ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗр ӳсет теҫҫӗ хӑшӗсем. Чӑн та, ҫапла калама сӑлтавӗ те ҫук мар-тӑр ҫав. Хальхи вӑхӑтра кашни министерство-ведомство ҫумӗнче общество канашӗсем йӗркеленнӗ. Ҫын правине пӗри хӳтӗлет, ачасенне — тепри. Усламҫӑсене те кӳрентерме парасшӑн мар — вӗсене хута кӗрекен те пур. Республикӑн Общество палатине пуҫарнӑранпа икӗ ҫул хыҫа юлчӗ. Халӗ, акӑ, унӑн ҫӗнӗ йышӗ йӗркеленчӗ.
Паян вара ҫӗнӗ йыш хӑйӗн йӗркелӳ ларӑвне пухӑнчӗ. Йыш 21 ҫынтан тӑрать. Хӑшӗсем ҫӗнӗ ҫынсем, унчченхи йышран юлнисем те пур.
Паянхи ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем пурте суйлавпа ҫыхӑнчӗҫ. Сӑмахран, палатӑн ертӳҫипе ҫумне, ҫыруҫине суйларӗҫ. Сӑмах май, ку должноҫсене унччен пулнисенех хӑварчӗҫ. Ҫапла вара Общество палатине Леонд Шимин ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулса Светлана Лясина тӑрӑшӗ, ҫыруҫӑ ӗҫӗнче — Николай Косыев. Общество палати комитетсене те унчченхиллех хӑварма йышӑнчӗ. Вӗсем тӑватӑ тӗрлӗ пулӗҫ: экономика аталанӑвӗ; социаллӑ политика; культура, вӗренӳ, этноконфесси хутшӑнӑвӗсем тата информаци политики енӗпе; ҫынсен прави тӗлӗшпе.
Йӗркелӳ ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — республика Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов тата ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов хутшӑнчӗҫ, Общество палатин витӗмне пысӑка хурса хакларӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |