__Тӑвай районӗнче__ пурӑнакансем тинех лӑш сывласа янӑ теме пулать. Ку хыпар ҫуран ҫӳрекенсемшӗн, тен, аплах та мар пулӗ-ха. Анчах Тутар Республикине тата Чӗмпӗр облаҫне каян-килен автомашина хуҫисем уншӑн хавасланма тивӗҫ. Ара, вӑл ҫулпа ҫӳресе курнисем __Тӑвай__–__Чӑваш Чутей__–__Мӑн Кайпӑҫ__ ҫулпа ҫӳресси чӗр нуша пулнӑ теҫҫӗ. Вунӑ ҫул ытла юсаман ҫул япӑхсах кайнӑ иккен. 3 километр ытларах ытларах тӑршшӗ ҫула строительсем икӗ уйӑхран кӑшт сахалтарах вӑхӑтра юсаса пӗтернӗ. Ӗҫ калӑпӑшӗ вара пӗчӗк пулман-мӗн. Мӗншӗн тесен ӑна юсанӑ кӑна мар, сарнӑ та.
Ҫул юсани пирки каларӑмӑр та, __Канаш районӗнчи__ __Шаккӑл__ ялӗнче пурӑнакансем те халӗ хавасланма пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫул-йӗрҫӗсем __Канаш__–__Шаккӑл__ автоҫула та юсанӑ. Ӑна та сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
__http://chuvashavtodor.ru/photo.aspx?id=176_**Сӑнсем**__ (7)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |