И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн виҫӗ факультечӗ пӗрлешесси пирки __/news/3128.html_хыпарланӑччӗ__. Ҫитес уйӑхран журналистика, филологи тата чӑваш филологийӗн факультечӗсем пӗр факультета пӗрлешӗҫ. Вӗсем ҫӗнӗрен йӗркеленекен «Вырӑс тата чӑваш филологийӗ тата журналистика» факультет йышне кӗрӗҫ.
Факультета «чӑваш чӗлхипе литератури; ют ҫӗршыв филологийӗ» профильсем валли кӑна бюджет вырӑнӗ лекмелле-мӗн. «Журналистика» специальноҫа алла илес текенсем тата «вырӑс чӗлхипе литератури, ӗҫлевлӗх филологи» профильсем бюджет вырӑнӗсемсӗр юлмалла теҫҫӗ. Кун пирки хальхи филологи факультечӗн деканӗн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Андрей Обжогин Интернет-хаҫатсенчен пӗрне пӗлтернӗ имӗш.
Сӑмах май, укҫалла вӗрентмелли йыша та самай чакарнӑ-мӗн. Журналист пуласшӑн «кӗмӗл» тӳлесех куҫӑмлӑ майпа вӗренме килӗшекенсем валли пурӗ те 10 вырӑн кӑна палӑртнӑ иккен, курӑмсӑр меслет валли — 25. Вырӑс чӗлхипе литературине тата филологине укҫа тӳлесех ӑша хывас текенсем валли 10 (куҫӑмлӑ майпа вӗренекенсем валли) тата 12 (курӑмсӑр меслет). «Чӑваш чӗлхипе литератури; ют ҫӗршыв филологийӗ» профиле тӳлесе 3 ҫын куҫӑмлӑ майпа, 15-ӗн куҫӑнсӑр меслетпе вӗренейӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |