Инвестици хывас тӗлӗшпе муниципалитетсем пӗлтӗр епле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ. Ӑна 16 тӗп тата 4 хушма енпе хакланӑ. Районсенчен малти вырӑна __Красноармейски районӗ_красноармейскисем__ тухнӑ иккен, иккӗмӗшӗнче — __Шупашкар районӗ__. Хуласенчен вара __Шупашкар__ мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ хутпа кӑна мар, премипе те чыслаҫҫӗ. Красноармейски районне, сӑмахран, 975,5 пин тенкӗ тивӗҫӗ, Шупашкар районне – 525 пин. Шупашкар хули вара миллион тенкӗллӗ пулса тӑрӗ.
Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ правительство пайташӗсемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра экономика министрӗ Алексей Табаков пӗлтернӗ-мӗн. Сӑмах май, Михаил Васильевич районсемпе хуласен ӗҫне хаклас меслет тӗрӗслӗхӗ пирки иккӗленнине палӑртнӑ. Конкурса палӑртакан кӑтартура муниципалитетсенчен килмен ӗҫ кӑтартӑвне те шута хураҫҫӗ-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |