Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шӑматкун, ҫӗртмен 14-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑх канашлӑвӗ йышӑннӑ тӑрӑх филологи факультетне, чӑваш филологийӗпе культура факультетне тата журналистика факультетне утӑн 1-мӗшӗнчен пӗрлештерме йышӑнни ҫинчен хыпар тухнӑ пулнӑ.

ЧПУ студентсен канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ факультетӑн декан ӗҫ-хӗлне филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор __Корнилов Геннадий Емельянович__ тытса пырӗ.

Виҫӗ кафедрӑна пӗрлештернӗ майпа йӗркеленнӗ «Журналистика» ҫӗнӗ кафедрӑн ертсе пыраканӗ вара Данилов Анатолий Порфирьевич пулӗ. Вӑлах университетӑн пресс-центр ӗртӳҫи ӗҫне пурнӑҫласа пырӗ.

Ҫӗнӗ хыпар факультет ӑсчахӗсемпе пӗрлех студентсене те самай тӗлӗнтернӗ. Нумайӑшӗ факультетсене пӗрлештернӗ йышӑнӑва ырласа каймаҫҫӗ. Студентсен канашлӑвӗнче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх университетра вӗренсе тухнине ҫирӗплетекен диплом ҫинче факультет ятне палӑртмалла мар тесе йышӑннӑ, алла илнӗ специальноҫе ҫеҫ ҫырса парӗҫ.

Ҫӗнӗ факультет мӗнле ятпа ҫӳрессине паянхи куна никам та ҫирӗплетсе параймасть. Ҫапах та хӑш-пӗр факультет ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ факультет ячӗ — «Вырӑс филологийӗ, чӑваш филологийӗ тата журналистика факультечӗ» (выр. ~~Факультет русской филологии, чувашской филологии и журналистики~~) пулма пултарӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ