Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗнче __Канаш__ хулинче Сӑваплӑ Петӗрпе Феврони Муромскийсене халалласа ятарлӑ часавай уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ турӑшсем мӑшӑрсем хушшинчи юратупа шанчӑклӑхне упраса тӑраҫҫӗ. Асӑннӑ чиркӗве хута ярасси ҫинчен сӑмаха __Канаш__ хулинчи хӗрамсен канашлӑвӗ ҫӗкленӗ пулнӑ. Ку шухӑша хула администрацийӗ те ырланӑ.

Часавай пӗрремӗш чулне нарӑс уйӑхӗнче хунӑ пулнӑ. Ҫак пулӑмран 4 уйӑх иртсен, ҫак кунсенче Чӑваш республикинчи хӗрарӑмсен канашлӑвӗн председателӗ Ольга Зайцева тепӗр хут Канаш хулине ӗҫ мӗнле шайра пынине пӑхма килнӗ.

Паянхи куна ҫур ӗҫне тунӑ тесен те йӑнӑш мар пулать. Анчах та ҫак ӗҫ-пуҫра чӑрмавсем те сиксе тухаҫҫӗ. Чиркӳ тӑррипе хӗресӗ валли татах укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та ЧР хӗрарӑмсен канашлӑвӗ ҫак паха ӗҫе вӗҫне-хӗрне ҫитерме пысӑк чӗрелле ҫынсенчен пулӑшу ыйтать.

Хута янӑ часавай ҫемье юратӑвне, ӑшшине упрама, хисеплеме хавхалантарӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та