Иртнӗ вырсарникун Пенза облаҫӗнчи __Ҫӑрттанлӑ районӗнчи__ Культура ҫуртӗнче «Ҫӑртанлӑ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ регионсем хушшинчи чӑваш культурин иккӗмӗш конкурсӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш культурин вырӑнти автономийӗн председателӗ Анатолий Архипкин ҫине тӑнипе йӗркеленӗ.
Ҫав кун сцена ҫине профессионал артистсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасем хӑпарнӑ. Вӗсем Сарӑту хулипе облаҫӗнчи, __Шупашкар__, Пенза, __Чӗмпӗр__ хулисенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти — Ҫӑртанлӑ районӗнчи — маттурсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Конкурса хутшӑнакансене саламлама тата ӑнӑҫу сунма Пенза облаҫӗн правительствин элчисем, ҫав шутра регион кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Виктор Медведев та пулнӑ.
Мероприятие ирттерме пӗр тӑван Юрийпе Евгений Жемчуговсем, Николай Безруков, Михаил Данилов, Михаил Никитин, Ринат Камяков, Николай Данилов, Александр Смирнов, Александр Антипов, Александр Лебедев укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑ. Вӗсене уншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |