Паян __Шупашкар районӗнчи__ __Алькеша__ Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ ҫыру ҫитрӗ. «Эсир мана хӑвӑр яла шыв кӗртес ыйтӑва татса пама пулӑшма ыйтрӑр. Эпӗ тивӗҫлӗ хушу патӑм. Мана хуравланӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ ыйтӑвне татса панӑ, кирлӗ ӗҫсене туса ирттернӗ. Пулӑшма кӑмӑллӑ пулчӗ. Сире тата сирӗн ялта пурӑнакансене ыррине ҫеҫ сунатӑп. Хисеплесе, Д. Медведев» ҫапларах шӑрҫаланӑ унта. Ӑна вӑл Алькешра пурӑнакан Людмила Шаймина ячӗпе янӑ. Мӗншӗн тесен шыв ыйтӑвӗпе шӑпах ҫав хӗрарӑм нумай чупнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ҫырнӑ иккен. Ялти хастар каланӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин (Дмитрий Медведев унӑн ертӳҫи шутланать) __Шупашкарти__ йышӑну пӳлӗмне лекнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ лав вырӑнтан хускалнӑ-мӗн. Кӑҫалччен ҫӑл шывӗпе пурӑннӑ алькешсем паян колонкӑран шыв кӳреҫҫӗ, май пуррипе усӑ курса хӑшӗсем ӑна пӳртех кӗртнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |