Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.

Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/150238/?p=0_кунта__ пуллашма пулать. Пӗтӗмлетӳ хучӗ __http://docme.ru/PsA_кунта__.

Вырӑнсем вара ҫак ачасене лекрӗҫ:

**Хӗҫпе ҫыхӑннисем**:

1-мӗш вырӑн — __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/149629/_**Антонова Анна, Галкина Дина**__ (9 кл.) /Комсомольски районӗ, Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкул; Ертӳҫӗ: Гордеев Владимир Геннадьевич/.

2-мӗш вырӑнсем — __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/147471/_**Ширяева Наташа, Сергеева Даша (8кл)**__ /Канаш хулин 10-мӗш вӑтам шкулӗ/ тата __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/147474/_**Иванова Дарья (5а кл.)**__ /Шупашкар хули, 4-мӗш гимнази/.

3-мӗш вырӑнсем — __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/148236/_**Шапкина Наташа**__ (8 кл.) /Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул/, __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/148425/_**Хохлов Евгений** (4 кл.), **Вазин Сергей** (2 кл.)__ /Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ/ тата __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/149625/_**Ананьева Марина**__ (8 кл.) /Шупашкарти 37-мӗш шкул/.

**Хӗҫпе ҫыхӑнманнисем**:

1. __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/149627/_**Ефремова Анастасия**__ (8 кл) — Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма шкулӗ;

2. __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/149944/_**Захаров Зиновий** (11 кл.), **Митрофанова Анна** (9 кл.)__ — Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкул;

3. __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/149940/_**Семёнова Екатерина**__ (6 кл.) — Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш вӑтам шкулӗ.

Пур ҫӗнтерӳҫӗсене те саламлатпӑр!

Вырӑн йышӑннисене хисеп хучӗпе, ыттисене ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хутпа тивӗҫтеретпӗр. Вӗсене электрон майпа ярса парӑтӑр, илмешкӗн ҫак адреспа ҫырӑр: __comix@chuvash.org__.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ҫу, 01

1892
134
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
114
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
32
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть