Паттӑр ӗҫсене тума аслисем кӑна мар пултараҫҫӗ, пӗчӗк шӑпӑрлансен те чунӗсенче хӑюллӑх туйӑмӗ пур имӗш. Ҫакна 5 ҫулхи Юля Андреева хӑйӗн паха ӗҫӗпе йӑлтах ҫирӗплетсе пачӗ.
Ачалӑх вӑхӑчӗ яланах кӑткӑс, тӗрлӗрен пӑтӑрмахсемпе асра юлать. Шӑп та ҫав тӗрлӗ енлӗ пулӑмсене, инкексене ачасем хӑйсен аллисемпех нумай чухне тӑваҫҫӗ. «Чару ҫимӗҫ яланах пылаклӑрах» тесе ахальтен каламаҫҫӗ ӗнтӗ ваттисем. Ҫав «пылак ҫимӗҫе» тутанас тӗллевсемпех пулмалла 8 ҫулхи Алексей Абужаровпа 5 ҫулхи Кирилл Васильев Урет юханшыв тӑрӑх юхакан пӑр лаптӑкӗ ҫинче ярӑнма шут тытнӑ. Паллах, йывӑрӑша чӑтаймасӑр арҫын ачасен ура айӗнчи пӑр вакланса-пайланса кайнӑ, ачасем самантрах сивӗ шыв ытамне лекнӗ.
Шыв юххи ачасене юханшывпа кӳле пайлакан чикене илсе ҫитернӗ. Алексейпа Кирилл пур-ҫук вӑйпа пӗренерен ҫакланса юлма ӗлкернӗ, анчах авӑр вӑйӗ ачасене хӑйӗн патне туртнӑ. Вӑйлӑ шыв юхӑвӗ пӗренерен ачасен ҫипуҫӗпе, пушмакӗсене хывма тытӑннӑ. Инкеке лекнӗ ачасен вӑйӗ пулӑшу ыйтма те юлман.
Тура шӗкӗр, ҫав вӑхӑтра ҫыран хӗрринче инҫех мар путакан арҫын ачасене паллакан, 5 ҫулхи Юля Андреева уҫӑлса ҫӳренӗ. Инкеке лекнӗ ачасене асӑрхасан хӗрача тӳрех аслисем патне пулӑшу ыйтма чупнӑ.
— Лере арҫын ачасем путаҫҫӗ, вӗсене пулӑшу кирлӗ! — кӑшкӑрнӑ пӗчӗк Юля аслисене курсан.
Арҫынсем хӑйсем патне чупса пынӑ пӗчӗк хӗр сӑмахӗсене тӳррех ӑнкарса илмен. Хӗрӗн хӑюллӑхӗ тата путакансене тархасласа ыйтни ҫеҫ арҫынсене Юльӑн сӑмахӗсем чӑн пулнине ӗнентернӗ. Ҫыран патне чупса ҫитсессӗн арҫынсем шывра путакан ачасене асӑрханӑ, тӳрех пулӑшу кӳме васканӑ.
Ҫӑлнӑ икӗ арҫын ачана васкавлӑ пулӑшу машини Шихазан пульницине леҫнӗ. Тухтӑрсем 8 ҫулхи Алексей Абужарова пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн арҫын ачана киле янӑ. 5 ҫулхи Кирилл Васильева вара киле яма васкаман, арҫын ача хӑйӗн ҫулӗсене пула вӑйлӑ пӑлханнӑ, ҫавӑнпа та ӑна вӑхӑтлӑха больницӑна хӑварма шутланӑ тухтӑрсем.
Ҫапла вара пӗчӗк хӗр пӗрчи икӗ ача пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Хӑйӗн паха ӗҫӗпе Юля ватти-вӗттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартрӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |