Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ__, __И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ__, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Хыпар» хаҫачӗ, Чӑваш наци радиовӗ пӗрле чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе пӗрремӗш хут «Пӗтӗм чӑвашсен пӗрлӗхлӗ диктанчӗ» акци ирттереҫҫӗ. Вӑл 2013 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан мӗн пур хулапа ялта иртет.

Диктант И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 13.00 сехетре пуҫланать. Хӑйсем пурӑнакан вырӑнтах ҫырма кӑмӑл тӑвакансем валли диктант текстне ҫав вӑхӑтрах Чӑваш наци радиовӗпе вулаҫҫӗ. Компьютерпа ҫырнӑ е алӑпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10-15 минут хушшинче ҫак адреспа ярса памалла: __chuv-total-dict@mail.ru__.

Диктант ҫырас умӗн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тӗрӗс ҫырма вӗренер» занятисем иртеҫҫӗ:

◇ акан 20-мӗшӗнче 11.00 сехетре И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн I корпусӗнчи (Шупашкар, Президент бульварӗ, 19а ҫурт) 201-мӗш аудиторире.

◇ акан 20-мӗшӗнче 17.00 сехетре И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн I корпусӗнчи (Шупашкар, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт) 434-мӗш аудиторире.

Диктант ҫырма кӑмӑл тунисен заявкӑна chuv-total-dict@mail.ru адреспа ярса памалла: [Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ е вӑрттӑн ят | Код | Ӑҫта ҫырасшӑн: Шупашкарта е пырӑннӑ вырӑнта?]

Чӑваш Республикин патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсем тата культурӑпа искусство ӗҫченӗсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пурте хутшӑнасса кӗтетпӗр.

Ыйтусем сиксе тухсан 45-03-37 (31-02) телефонпа 10:00 сехетрен пуҫласа 17:00 сехетчен шӑнкӑравлама юрать.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци ҫинчен тулли информаци __http://www.chuvsu.ru_кунта__ тупма пулать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ