__Красноармейски районӗнчи__ __Васнар__ ҫыннисем яла ҫул сарса пама ыйтнӑ — ҫакӑн пек хута вӗсем Андрей Шестаков район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе янӑ.
Ял халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх 1995–2001 ҫулсенче Полевая (Уй урамӗ) урамра ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулать, анчах та хальхи вӑхӑтччен те ҫул ҫук имӗш. Ҫуран утса тухма пулать — ку йывӑрлӑх мар вӗсемшӗн, анчах та техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси вара чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн.
Тӗрӗссипе ялӗ __Красноармейскинчен__ инҫе те мар ӗнтӗ — вӗсем хушши 3 ҫухрӑм кӑна... Ҫулне туса парӗҫ-ши?
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |