Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян __Элӗк районӗнчи__ __Вырӑс Сурӑм__ ялӗнче пурӑнакан Александр Алексеевичпа Клавдия Васильевна Моляковсем 65 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑн та мухтава тивӗҫлӗ ватӑсем!

Пулас мӑшӑрсем 1946 ҫулта паллашнӑ, 1948 ҫулта вара туй туса пӗрлешнӗ. Александр Алексеевич Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, чылай медаль-ордена тивӗҫнӗ. Киле таврӑннӑ хыҫҫӑн Калинин ячӗллӗ колхозра ӗҫленӗ. Кунта та вӑл хӑйӗн хастарлӑхне кӑтарма пултарнӑ — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ята тивӗҫнӗ. Клавдия Васильевна вара __Шупашкарти__ фармацевтика техникмуӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Вырӑс Сурӑмӗнчи пульницара канӑва тухичченех медаппа пулса ӗҫленӗ.

Александр Алексеевичпа Клавдия Васильевна икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ, халӗ мӑнуксемпе тата мӑнукӗсен ачисемпе савӑнаҫҫӗ. 2010 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче вӗсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

65 ҫул пӗрле пурӑннӑ ятпа эпир те вӗсене саламлатпӑр! Ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр! Тӑванӗсемшӗн кӑна мар, ял-йышшӑн, республикӑшӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑмалла пултӑр!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 16

1913
113
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
77
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
64
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи