Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

РФ вӗренӳ министерстви шкул ачисене вулама сӗнекен 100 кӗнеке йышне пӗлтернӗ. Шел те, вӗсем хушшинче чӑваш литератури валли вырӑн тупӑнман.

Вӗренӳ планне кӗмен хушма вулав кӗнекисен шутне, паллах, ытларах вырӑс литературине кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта ытти халӑх литератури те пур: Габдулла Тукай (юнӗпе вӑл чӑваш пулни пирки илтнех ӗнтӗ), Чингиз Айтматов, Муса Джалиль, Нодар Думбадзе, Максуд Ибрагимбеков тата ыттисем. Эпоссем те кӗнӗ: тӗрӗксен «Алпамышӗ», монголсен «Гэсэрӗ», грузинсен «Давид Сасунскийӗ», калмӑксен «Джангарӗ», карелсен «Калевали» тата ыттисем. Чӑвашсем валли вара темшӗн вырӑн тупӑнман. __http://www.irekle.org/news/i618.html_«Ирӗклӗ сӑмах»__ палӑртнӑ тӑрӑх, «Сказки народов России» (чӑв. ~~Раҫҫей халӑхӗсен юмахӗсем~~) юмахсен пуххинче те чӑвашлисем ҫук иккен.

Мӗншӗн ҫук? Те эпир ытла вӑтанатпӑр хамӑр пирки пӗлтерме, те пирӗн культура министерстви хӑйӗн ӗҫне япӑх тӑвать. Тепер енчен ҫӗр кӗнеке вӑл нумаях мар, пирӗн халах хайлавӗсене те пӑхса тухнӑ пулӗ, анчах ыттисене пахарах шутланӑ пулин? Тепӗр енчен ҫак кӗнекесен йышӗ Раҫҫейри халӑхсен вырӑнӗ ӑҫта пулнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.

Асилтеретпӗр, вӗренӳ планӗнче ҫук хайлавсен йышне йӗркелеме ҫулталӑк каялла Владимир Путин сӗннӗччӗ. Ун чухне вӑл анӑҫри вӗренӳ учрежденийӗсен опычӗпе хавхаланнӑччӗ пулас.

Пирӗннисем те унашкал кӗнеке йышне хатӗрленӗччӗ пулас-ха. «Хыпарта» та темиҫе вариант пичетленнӗччӗ, анчах пӗтӗмлетсе йышӑнни пирки сас-хура тухманччӗ-ха.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 16

1913
113
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
77
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
64
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй