Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.

Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. __http://www.artlebedev.ru/kovodstvo/sections/_Артемий Лебедев панграммӑсене__ чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.

Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ. Шкулта чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлетӗп, ачасене чӑвашла вӗрентетӗп. Ҫакӑн пек шухӑш пуҫра ҫуралчӗ: чӑваш алфавитӗнчи пур саспаллипе усӑ курса хитре предложени тӑвасчӗ. Хӑтланса пӑхма пулать. Кун пекки хальччен пулман вӗт. Тата иртнӗ ҫул __И.Я. Яковлевӑн__ чӑваш букварӗ (1872 ҫ.) пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул тултарчӗ. Ҫак пулӑма епле те пулин палӑртас тесе ҫак конкурса Тӗнче тетелӗ урлӑ ирттерме шутларӑмӑр. Чӑваш радиовӗ пӗлтерчӗ, чӑваш халӑх сайтӗнче, __http://irekle.org_«Ирӗклӗ сӑмах»__ интернет хаҫатра, Виталий Михайлов сайтӗнче тата «Тантӑшра» хыпар пулчӗ. Вӑхӑтне те икӗ эрне ҫеҫ патӑмӑр, тен, сахал та пулчӗ пулӗ. Предложенисем килме пуҫларӗҫ, шӑнкӑравлаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле интереслӗ конкурс, анчах пӗрре те ҫӑмӑл мар иккен теҫҫӗ. Тата конкурс ҫӗнтерӳҫине пысӑк парне шантарнӑ-ҫке эпир. Пӗрисем тата парни мӗн пулать, питӗ пӗлес килет тесе ыйтаҫҫӗ, эп вӗсене малтан ӗҫне тӑвӑр-ха тетӗп. Мускаври пӗр журналист, хитре саслӑскер, телефонпа шӑнкӑравласах интервью илчӗ — вӗсем те илтнӗ пирӗн конкурс ҫинчен!

Халӗ вара конкурса килнӗ ӗҫсем пирки. Пурӗ вӗсем 13 районтан, 3 хуларан: 18 предложени. Тутарстанти __Нӑрлат__ хулинчи С.В. Пятаковран килчӗ конкурса пӗр тӑпӑл-тӑпӑл предложени. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн ушкӑнпа, тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнма пултарнӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ А.Н. Ивановӑпа Ю.В. Соловьева (__Йӗпреҫ районӗ__), __Красноармейскинчи__ Зинаида Петровнӑпа Виталий Михайлович Михайловсем маттур, пӗр шкулта тӑрӑшакан Т.Н.Атлашкинӑпа П.А.Семёнова (__Куславкка районӗ__, __Тӗрлемес__) тата __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Хуракассинчи__ Т.Г. Кудряшова конкурса сӑвӑласа шӑрҫаланӑ ӗҫ ярса панӑ. __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ __Пуянкассинчи__ Л.П. Красновӑран харӑсах виҫӗ предложени килчӗ вӗт — ҫывӑрман. Чи ҫамрӑкки — 14 ҫулхи Салмина Кристина (__Патӑрьел районӗ__, __Кивӗ Ахпӳрт__) та маттур пулчӗ.

Предложенисенче нумай пӗр йышши членсене ҫырса кайни ӗҫ хакне чакарать. Конкурса кӑткӑслатаканни-йывӑрлатаканни — **б, г, д, ж, з, щ, ц, ф, ъ, о** саспаллисем вырӑс чӗлхи урлӑ кӗнӗ сӑмахсенче ҫеҫ тӗл пулни. Вырӑслинех танлаштарӑр — предложенисем тума ансатрах. Апла пулин те 3-мӗш вырӑнта **Яруткина Светлана Вячеславовна**, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ (__Хӗрлӗ Чутай районӗ__, __Хусанушкӑнь__) — **Эх, бриджи йӗмлӗ чи вӑрӑм цыган шофёр подъездра щит ҫине пӑхса сӳрӗккӗн «у!» юрласа ярать**. 2-мӗш вырӑнта — **Иванова Людмила Петровна**, пуҫламӑш классене вӗрентекенӗ (__Шупашкар районӗ__, __Апаш__) — **Подъезд умӗнчи гараж ҫывӑхне Бонифаций шӳтлесе щётка, этюдник таянтарать**. Конкурс ҫӗнтерӳҫи — Павлова Ольга Яковлевна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ (__Ҫӗрпӳ__ хули) — **Эх, ӳлӗм съездра ҫав Лёня Щербатый офицер жаргонӗ шыв юхнӑ пек чул касать!**

Конкурса хутшӑннисене пурне тав сӑмахӗ калатпӑр, пурнӑҫра ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатпӑр. Конкурса хутшӑнни ҫинчен ӗнентерекен сертификатсене ӑҫта парассине ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтӗрӗпӗр, малти вырӑнсене тухнисене диплом, ҫӗнтерӳҫе дипломпа парне кӗтет.

Евгений Майков

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи