Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Раштавӑн вуннӑмӗшӗнче __Елчӗк районӗнчи__ __Курнавӑшри__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсем — Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем, «Тантӑш» хаҫат редакторӗ В.Д.Николаев, Светлана Садал тата Марина Кумячева ҫамрӑк журналистсем, Владислав Московцев, Лариса Федорова студентсем ачасемпе кӑсӑклӑ тӗлпулу ирттерчӗҫ.

Чи малтанах хисеплӗ хӑнасем Курнавӑш шкулӗпе паллашрӗҫ, кунти музее кӗрсе курчӗҫ. Унтан чӑваш чӗлхипе литература кабинетӗнче пулчӗҫ. Сӑмах май каласан, Елена Петровна Чекушкина та, Марина Кумячева та ҫак шкулта вӗреннӗ. Елена Петровна 9-10 классенче вӗреннине аса илсе хӑй ларнӑ парта хушшинче асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗ.

Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем шкул ачисене чӑваш филологипе культура факультечӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Малашне унта вӗренме каяс текенсене усӑллӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Тӗлпулӑва Л.Федорова студентка илемлӗ юрӑпа чӗртрӗ, В.Московцев «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑва ӑста вуларӗ.

Республикӑри шкулсене тухса ҫӳресе шкул пурнӑҫӗпе паллашас тӗллевпе «Тантӑш» хаҫатӑн ӗҫченӗсем те кунта хаваспах килнӗ. Марина Кумячева ачасене журналист ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ, Светлана Садал вара пултаруллӑ ачасенчен интервью илчӗ. «Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ В.Д.Николаев __Курнавӑш__ шкулӗнче малашне ҫамрӑк корреспондентсен пункчӗ уҫӑлнине ҫирӗплетекен сертификат пачӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ И.В. Сафронова шкула кӗнекесем те парнелерӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть