__Пӑрачкав районӗнче__ пурӑнакан 14 ҫулхи ҫамрӑка хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ УК-ӑн 158-мӗш ст. 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн (ют кил-ҫурта кӗрсе ҫаратни) вӑрлав ӗҫӗпе арпашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫа хирӗҫ ҫамрӑк хӑй вӗренекен шкултах ӗҫлекен учительницӑн хваттерӗн ҫӑрине ватса пӳлӗме кӗрет. Хваттертен ҫав кун аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, телефон сим-карти тата укҫа-тенкӗ ҫухалнӑ. Пӗтӗмӗшле тӑкакӗ 3 пин те 200 тенкӗлӗх.
Айӑплӑ ҫамрӑк 7-мӗш класра анчах вӗренет-ха. Хӑйӗн хӑтланӑвне вӑл ҫӗнӗ учительница мӗнле пурӑннине пӗлес килнипе ӑнлантарнӑ. Ҫын пӳлӗмне ҫӑра ватса кӗнине ун ҫине ан шутлатчӗр тесе вара япаласем ҫаратса тухма шут тытнӑ
Хальлӗхе йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмахӑн лару-тӑрӑвне тӗпчеҫҫӗ, шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |