Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шахмат

Вӑтӑр ҫул ӗнтӗ Ҫӗмерле хулинче ҫамрӑксен шахмӑтла вылякансен ушкӑнӗ ӗҫлет. Ушкӑн В. Федоров ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ҫак маҫтӑр пуҫарса аталантарнӑ та ӗнтӗ Ҫӗмӗрлере шахмӑт вӑййине иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче. 1994 ҫулта В. Федоров ҫӗре кӗрсессӗн ушкӑн саланса кайнӑ пулнӑ, анчах та виҫӗ ҫул иртсессӗн ун ӗҫне тепӗр хастар шахмӑт маҫтӑрӗ Владимир Мясников малала тӑсас тесе ҫӗнӗ ушкӑн пуҫарнӑ, «Дебют» ят панӑ.

Халӗ «Дебютра» пилӗк 1-мӗш разрядлӑ маҫтӑр. Роман Петров 2002 ҫулта, Татьяна Жданович 2005-мӗшӗнче хӑвӑрт вылляс енӗпе Чӑваш Ен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Михаил Чирков 2003 ҫулта Раҫҫейри шахмӑт чемпионатӗнче Ҫӗмӗрле хулинчен хутшӑнаканӗсенчен пӗрремӗш пулса тӑнӑ. Тӑхӑр ҫулти М. Егоров Чӑваш Ен ӑмӑртӑвӗсенче пысӑк кӑтартусем тума пултарчӗ.

Каласа хӑварас пулать, кашни ҫул шахмӑт ушкӑнне 100 ача яхӑн хутшӑнать.

 

Ӑмӑрту саманчӗ
Ӑмӑрту саманчӗ

Иртнӗ кӗҫнерникун, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, шкул ачисем шахматпа выляса ӑмӑртнӑ. Ахаль выляман, ку ӑмӑрту Чӑваш Ен Президенчӗн Кубокӗшӗн иртекен XIII Спартакиада шутне кӗрет.

Финалта районсенчи 6 ушкӑн тата хула ачасем тупӑшрӗҫ — вӗсем маларах хӑйсен районӗсемпе хулисенче мала тухнӑ пулнӑ.

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн чи маттур шахматҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарсем пулни палӑрнӑ, вӗсем ыттисенче лайӑхрах выляни сисӗннӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене вара пӗр-пӗринчен пӗр очко ҫеҫ уйӑрса тӑнӑ. Ҫапла май Шупашкар хулин ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна лекнӗ, Элӗк районӗн ачисем — виҫҫӗмӗшне. Унсӑр пуҫне Ҫӗмерле хулипе Елчӗк районӗн ачисем лайӑх вылянине палӑртма пулать.

Мала тухнӑ пур ушкӑна та медальсемпе, дипломсемпе тата асра юлмалли парнесемпе чысланӑ. Мала тухнӑ ятпа эпир пурне те саламлатпӑр!

 

КӐР
12

Шахмат турнирӗсем вӗҫленчӗҫ
 хăна | 12.01.2009 18:56 |

Шупашкарти шахмат клубӗнче Герман Егоров яӗллӗ ӑмӑртусем вӗҫленчӗҫ. Арҫын ачасем хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Козлов ҫӗнтерчӗ, Раҫҫейри ӑмӑртусене хутшӑнмалли сертификата тивӗҫрӗ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасем хушшинче ҫакӑн пек сертификата Шупашкарти Александр Бесчасов илчӗ. Хӗрсем хушшинче пӗрремӗш вырӑнта Екатерина Фрикке, хӗрарӑмсем хушшинче Вера Сидорова пуринчен те ӑстарах пулчӗ. Вӑрмар ентешлӗхӗ ҫак турнира йӑлана кӗртсе кашни ҫулах ирттерме шутлать. Унсӑр пуҫне кӑҫал республикӑн ялти шкулӗсем хушшинче интернет — турнир йӗркелесшӗн.

 

КӐР
04

Герман Егоров ячӗпе
 хăна | 04.01.2009 22:48 |

Шупашкарти шахмат клубӗнче Герман Егоров ячӗллӗ турнирӑн пӗрремӗш финалӗ вӗҫленчӗ. Унта республикӑри чи вӑйлӑ ҫирӗм шахматист хутшӑнчӗҫ. Ҫак ӑмӑртӑва йӗркелекен Вӑрмар ентешлӗхӗн ертӳҫисем пысӑк тӗллевсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ентешлӗх ертӳҫи Леонид Григорьев шухӑшӗпе республикӑра шахмат вӑййине аталантармалла. Чӑвашсем вӑйпа кӑна мар,ӑспа та малта пулмалла.

Аслисем хушшинчи финал ҫивӗч кӗрешӳре иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Владимир Иванов, иккӗмӗшне Андрей Сафронов,виҫҫӗмӗшне Игорь Арипов ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна куҫса ҫӳрекен кубок тата 7 пин укҫа тивӗҫрӗ. Мӗнпурӗ 7 шахмат ӑсти сумлӑ призсем илчӗҫ.

Ачасемпе хӗрарӑмсен хушшинче финалти вӑйӑсем кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче иртмелле. Кунта пӗрремӗш вырӑна тухакан ачасем Раҫҫейри шахмат турнирӗсене хутшӑнма путевка ҫӗнсе илеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкар, шахмат клубӗ

 

РАШ
28

Шахматистсем ӑмӑртаҫҫӗ
 хăна | 28.12.2008 22:18 |

Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗ Герман Егорова асӑнса шахмат турнирӗсем ирттерет. Герман Егоров 60-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ. «Огонек» журнал ирттернӗ пӗтӗм союзри шахмат турнирӗнче ҫӗнтернӗ. Михаил Ботвинник тӗнче чемпионӗ Герман Егоровича хӑй алӑ пуснӑ парнесемпе чысланӑ. Шупашкарти шахмат клубӗнче вырсарникун суйласа илмелли ӑмӑртусем вӗҫленчӗҫ. Арҫынсем хушшинчи тӗп финал ҫитес ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртет. Хӗрарӑмсемпе ачасен тӗп финалӗсем раштавӑн 10-мӗшӗнче иртмелле. Ҫак ӑмӑрту шахмат вӑййине кӑмӑллакансене пурне те пӑлхантарать. Ма тесен Вӑрмар ентешлӗхӗ парнесен фондне 60 пин ытла тенкӗ укҫа хывать. Сӑмах май эрне каялла вӗҫленнӗ республика чемпионачӗн парне фончӗ пӗр пин тенкӗрен ытларах ҫеҫ пулчӗ.

 

В. Нягин, Вӑрмар ентешлӗхӗн вице-президенчӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Куҫман пурлӑхпа ӗҫ тумалли лайӑх эрне. Сутнӑ чухне те, туяннӑ чухне тупӑш илетӗр Ҫемьепе пӗрле вӑхӑта ирттерни аван: кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тӑвӑр, пысӑк япала туянма палӑртнӑ тӑк илӗр. Ҫав япала нумая пырӗ.

Пуш, 30

1971
54
Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй