Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кӗҫӗн Шетмӗсене тивӗшсем кӗтеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 24.07.2013 18:58 | 1762 хут пӑхнӑ

Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ шахматла выляссипе уҫӑ турнир ирттернӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунне (утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) халалланӑ. Тата ҫак вӑййа районта сарассишӗн ирттерни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ.

Вӑййа 30 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланнӑ: 17 ҫултан кӗҫӗнреххисене тата унтан аслӑраххисене. Хӗрсенчен Светлана Петрова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, каччӑсенчен — Дмитрий Замков. Шахматла вылякансен чи кӗҫӗнни тӑххӑрти Наталья Харитонова пулнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна та хавхалантарма йышӑннӑ — Тав хучӗпе тата парнепе чысланӑ. Хӗрарӑмсенчен вара Г.Г. Ефимова ҫӗнтернӗ, арҫынсенчен — Л.Е. Краснов. Вӑл пӗлтӗр те хутшӑнса мала тухнӑ. Вӑййа 76 ҫулти Л.Е. Краснов Муркаш районӗнчи Тивӗшрен пырса ҫитнӗ. Вӑл Муркаш районӗн сакӑр хут чемпионӗ иккен.

Ӑмӑртӑва йӗркелеме Пантелеймоновсен ҫемйи нумай пулӑшнӑ. Вӑййа та вӗсем ҫемйипех хутшӑннӑ. Кӗҫӗн Шетмӗре пурӑнакан Галина Никитина вара пылак апат-ҫимӗҫ йӑтса пынӑ, унпа вӑл ачасене хӑналанӑ.

Халӗ красноармейскисене Муркаш районӗнчи Тивӗшре кӗтеҫҫӗ. Унта ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче маларах асӑннӑ Л.Е. Краснов йӑлана кӗнӗ матч йӗркелӗ.

Сӑнсем (29)

#Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ, #ӑмӑртусем, #шахмат, #спорт, #Красноармейски районӗ, #Кӗҫӗн Шетмӗ, #Муркаш районӗ, #Тивӗш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем