Сергей Лисицын Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулӗ. Хушӑва алӑ пуснӑ регионти Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче пичетленӗ.
Премьер-министр юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче Сергей Лисицын Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ. 1980 ҫулта. Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе Тутарстанра пуҫланӑ. «Канаш» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче. Унта пулнӑ тӗп агроном. 2008 ҫултанпа ӗҫленӗ «Россельхозцентр» предприятире, федерацин Ял хуҫалӑх министерствин Ӳсентӑран департаментӗнче, «Госсорткомиссия» учрежденире. Ҫамрӑкскерӗн тӗрлӗ награда пур. «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степень» орден медальне панӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Валентина Ивановӑна ҫӗршыв ертӳҫин Тав хучӗпе чыслӗҫ. Ӑна культурӑпа ӳнере аталантарнӑшӑн хавхалантарас тенӗ.
Валентина Иванова 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Валентина Иванова паян та унта ӗҫлет.
Утӑм хыҫҫӑн вӑл пултарулӑхне туптанӑ. 1991 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки», 2003 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ятсем панӑ.
Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви Валентина Ивановӑна пысӑк чыса тивӗҫнӗ ятпа саламлать. Артисткӑн мӑшӑрӗ Иван Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче артистра тата режиссерта ӗҫлет.
Шупашкарти «Правопорядок» общество фончӗн ертӳҫине, ЧР Общество палатин пайташне Александр Дельмана ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланине Чӑваш халӑх сайчӗ
Республикӑра хисеплӗ шутланакан ҫынсене Правительство ҫуртӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, чысланӑ. Хайхисен йышӗнче маларах асӑннӑ Дельман кӑна мар, пурӗ 32 ҫын. «Эпир сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе мӑнаҫланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев Элтепер.
Вӗсене чыслама Элтеперсӗр пуҫне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев, Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть Чечняри Грозный хулинче «Раҫҫейри ҫулталӑк вӗрентекенӗ» конкурс иртнӗ. 15 лауреата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсен йышне пирӗн ентеш те, Вӑрнарти 2-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Физер, лекнӗ.
Лауреатсен лӑпланса ларма вӑхӑт ҫук. Малта – куҫӑн майпа иртекен тур. Вӑл авӑн уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче иртет. Ыран, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫак турта ҫӗнтернӗ 5 ҫыннӑн ячӗ паллӑ пулӗ.
Юпан 3-мӗшӗнче Мускавра куҫӑн майпа виҫҫӗмӗш тур иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Патшалӑх Кремль керменӗнче юпан 4-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Тутарстанри Аксу районӗнчи Мюд поселокӗнче пурӑнакан чӑваша район пуҫлӑхӗ Камиль Гилманов саламланӑ.
Ирина Степанова патне пуҫлӑх килнех кайнӑ. Ирина Михайловна тӑван ен историне тӗпченипе паллӑ иккен. «Вӑл районти кашни ял хӑҫан тата мӗнле йӗркеленсе кайнине, вӗсене кам йӗркеленине тата мӗнле аталанса пынине тарӑн тӗпчесе кӗнекесем ҫырса кӑларать», — хыпарланӑ вырӑнти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра.
Ирина Степанова тӑрӑшнипе 15 кӗнеке пичетленнӗ. Вӑл малашне те тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки хӗрарӑм район пуҫлӑхне пӗлтернӗ.
Пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн Ирина Степановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Аксу район ертӳҫи Камиль Гилманов вара Ирина Степановӑна Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Биологи тата экологи облаҫӗнчи хисеплӗ ҫынна Альберт Ластухина РФ Президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ экологӗ» ят пама йышӑннӑ, хушу алӑ пуснӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин Шупашкар ҫыннисене наградӑсем панӑ. Вӗсен йышӗнче Альберт Ластухин та пулнӑ. «Ахальтен мар эпӗ 50 ҫул билогипе экологие вӗрентӗм», - наградӑшӑн савӑннине палӑртнӑ вӑл.
Альберт Ластухин экологсен темиҫе ӑрӑвне воспитани панӑ.
Шупашкар юбилейӗ умӗн тӳре-шарана хула администрацийӗ тата Элтепер администрацийӗ наградӑсем панӑ. Наградӑна тивӗҫлисен списокне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хатӗрленӗ. Унта пилӗк ҫын кӗнӗ.
Вӗсен йышӗнче – Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, экс-мэр Николай Емельянов, экс-вице-мэр Наталия Партасова, Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников. Вӗсене «Шупашкар умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.
Ҫавӑн пекех 22 ҫынна «Шупашкар 550 ҫул тултарнине асра тытса» награда панӑ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, министрсем, общество ӗҫченӗсем пулнӑ.
Ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин чӑваш хӗрарӑмне чыслама йышӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградисене парасси ҫинчен калакан хушӑва вӑл утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсен министерстви ун пирки ӗнер хыпарланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнче пурӑнакан Надежда Мулгачева «За спасение погибавших» (чӑв. Вилекенсене ҫӑлнӑшӑн) медале тивӗҫнӗ.
Инкек 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ялти пӗр арҫын ача велосипедпа ярӑннӑ чух пӗвене кӗрсе ӳкнӗ. Ача пулӑшу ыйтса хытӑ кӑшкӑрнӑ. Лавккана ял хӗрарӑмӗсемпе кайма тухнӑ Надежда сасса илтсе шыва чӑмнӑ. Йышри хӗрарӑмсенчен ишме пӗлекенӗ те вӑл ҫеҫ пулнӑ. Пӗрре чӑмсах ачана тупайман. Володя вӑл вӑхӑта шыв тӗпне кая пуҫланӑ. Ҫапах та хӗрарӑм ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем «Ҫынна ҫӑлнӑ чухнехи паттӑрлӑхшӑн» медальсене тивӗҫнӗ. Ӑна пилӗк ӗҫчене панӑ. Вӗсем ҫынсене пушартан тухма пулӑшнӑ.
Юрий Плотников подполковник ывӑлӗпе пӗрле Муркаш районӗнче 17 ҫулти каччӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ҫамрӑкскер сусӑр, пушар алхасма тытӑнсан вӑл хӑй тӗллӗн урама тухайман.
Александр Федоров лейтенантпа Евгений Ильин сержант Шупашкарти пӗр урамра мунча ҫуннине асӑрханӑ. Вӗсем юнашарти ҫурта кӗрсе тӑватӑ ҫынна урама тухма пулӑшнӑ.
Дмитрий Георгиев лейтенантпа Александр Румянцев аслӑ сержант Шупашкарти Олег Кошевой урамӗнчи ҫунакан пӗр ҫуртран сусӑр арҫынна урама илсе тухнӑ. Кайран вӗсем нумай хутлӑ ҫуртри ҫынсене эвакуациленӗ.
Халӑх академикӗсен шучӗ йышланнӑ. Нумай пулмасть Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫине Александр Семенова «Халӑх академикӗ» ят панӑ. Таврапӗлӳҫӗсен Кама леш енчи уйрӑмӗн ертӳҫине Евгений Мадурова «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» теме йышӑннӑ.
Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин Тутарстанри Уява хутшӑннӑ. Уяв Тутарстанри Аксура иртнӗ. Академикпа хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят панине Уявра каланӑ Николай Ерагин.
Аксури чӑваш Уявне таҫтан та хутшӑннӑ. Паллах, вырӑнтисем хастар пулнӑ. Унта Тутарстанри Чӑваш наци-культура автономийӗ ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш наци академийӗн Тутарстанри ушкӑнӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗ, Аксу районӗн тӗп вулавӑшӗ хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |