Паян Чӑваш Енри чи пултаруллӑ хӗрарӑмсене Михаил Игнатьев Элтепер патшалӑх наградипе чысланӑ.
«Хыпар» ИҪ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич хӗрарӑмсен общество пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. «Сирӗнпе эпир экономикӑна, вӗрентӗве тата ӑслӑлӑха, сывлӑха сыхлас ӗҫе, культурӑна, спорта аталантаратпӑр», — тенӗ вӑл.
Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ отрасльти ӗҫчен пур. Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче нумай-нумай ҫул тӑрӑшакан Любовь Абрамована «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн секторӗн ертӳҫи Роза Степанова Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Хисепе тивӗҫнисене саламлама республикӑри ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ.
ЧР финанс министрне Светлана Енилинӑна РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Станислав Антонов тата ЧР граждан хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров чысланӑ.
Ведомство пуҫлӑхне граждан хӳтӗлевне ҫирӗплетнӗшӗн «Василий Чуйков маршал» медальне панӑ. Светлана Енилинӑна паян, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, чысланӑ.
Станислав Антонов палӑртнӑ тӑрӑх, МЧСпа ЧР Финанс министерстви пӗрле ӗҫлени инкеклӗ лару-тӑрӑва сирме пулӑшать. Станислав Антонов малашне те килӗштерсе ӗҫлессе шанать.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн ӗҫре палӑрнисене чысланӑ. Вӗсене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртне йыхравланӑ.
Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче ӗҫлекен Валентина Романова хӑйӗн ӗҫне хакланӑшӑн савӑннӑ. Наградӑна Шупашкарти агрегат савутӗнче вӑй хуракан Владимир Мастеров та тивӗҫнӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫченӗсене Владимир Неверова, Виктор Степанова та Ҫӗнӗ ҫул умӗн савӑнтарнӑ. Вӗсем те чыславра пулнӑ. Владимир Юрьевич телекуравра 20 ҫул ытла ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта вӑл лайӑх енчен ҫеҫ палӑрнӑ.
Виктор Степанов вара яланах камера хыҫӗнче тӑрать, кунашкал награда панине те вӑл пӗрре мар ӳкернӗ. Халӗ хӑй те ав чысланисен йышӗнче пулнӑ.
Хисеплӗ наградӑна, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев та тивӗҫнӗ. Финанс министрӗ Светлана Енилина та ҫак орденлӑ пулнӑ.
Паян Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Профессире – чи лайӑххисем» ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта ЧР МЧСӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов чи лайӑх 13 ӗҫчене тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнисене те тимлӗхсӗр хӑварман. Вӗсен йышӗнче 13 ҫулти Евгения Тимофеева та пур. Вӑл ҫунакан пӳртрен ветерана илсе тухнӑ. Ӑна хисеп хучӗпе чысланӑ, чечек ҫыххи парнеленӗ.
«Чӗре хушнипе» номинацире Надежда Будковӑна палӑртнӑ. Вӑл кӑҫал пушартан 22 ҫулти каччӑна ҫӑлнӑ. Хӑюллӑскер ҫунакан пӳртрен хӑйӗн ҫинче йӑтса тухнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Каччӑ халӗ сывалать. Надежда вара хӑй тӗрӗс тунинче пӗрре те иккӗленмест.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Павел Кайсаров паттӑрлӑхӗшӗн наградӑна тивӗҫнӗ. Вӑл хӗре каччӑ мӑшкӑлласран ҫӑлнӑ, преступнике шыраса тупма та пулӑшнӑ.
Стефания ҫав куна чунне ыраттарса аса илет. Каччӑ, 20 ҫултискер, ӑна тапӑннӑ та ҫӗре йӑвантарнӑ. Халӗ лешӗ следстви изоляторӗнче ларать.
Преступлени иртнӗ вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Ҫав урамра ҫын нумай утать. Хӗр киле ҫурҫӗр иртни 2 сехетре таврӑннӑ. Ҫул ҫинче ӑна йӗксӗк тапӑннӑ.
Хӗр кӑшкӑрсан каччӑ ӑна мӑйӗнчен пӑвма хӑтланнӑ. Юрать, хӗршӗн ҫак пӑтӑрмах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Павел Кайсаров ҫав вырӑна ӑнсӑртран лекнӗ. Малтан килне урӑх ҫулпа кайма шухӑшланӑ.
Хӗр кӑшкӑрнине илтсен Павел чупса пынӑ, йӗксӗке илсе ывӑтнӑ. Лешӗ малтанах хӗрӗн савнийӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Анчах хӑранипе часах тарса ҫухалнӑ. Павел Стефанийӑна килне ӑсатнӑ. Хӗр кайран полицие чӗннӗ.
Преступление часах уҫӑмлатнӑ. Каччӑ унччен те суд сакки ҫине ларнӑ-мӗн. Павел Кайсарова вара полицейскисем чысланӑ. Вӑл ҫав каҫ урӑхла пулма пултарайман…
Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов чиркӳ тума пулӑшать, ҫавна май ӑна орденпах наградӑланӑ.
Николай Угаслов Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Шупашкарта собор тума пысӑк пулӑшу кӳни пирки конгресӑн пресс-служби хыпарлать. Уҫӑ кӑмӑлшӑн ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир кнеҫ чиркӗвӗнче ҫурлан 2-мӗшӗнче Мускав тата Пӗтӗм Pyҫ Патриархӗ Святейший Кирилл указӗпе килӗшӳллӗн Вырӑс Православи Чиркӗвӗн Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежскийӑн III в степеньлӗ орденне парса чысланӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов «ТУС» акционерсен xyпӑ обществин пуҫлӑхӗ пулса вӑй хурать.
Орден илнине конгресс пресс-служби чыс тесе хакланӑ май конгресс хастарӗсем Николай Федоровича чунтан саламланине, "пархатарлӑ ӗҫpe вӑй хурса тӑрӑшнӑшӑн" тав тунине пӗлтерет.
Вӗренӳ отраслӗ юлашки ҫулсенче улшӑну хыҫҫӑн улшӑну тӳссе иртерет. Халӗ тата ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерстви «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медаль парассине пӑрахӑҫлама йышӑнчӗ.
Тӳррипе каласан, ку хаклава тӗрлӗрен йышӑнма пулать-ха. Мӗнпур предмета ҫын (ача тейӗпӗр) алӑри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ евӗр пӗлни мана, сӑмахран, иккӗлентерет. Нимӗҫ чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахпа калакан «вундеркиндсем», чӑвашла вӑл тӗлӗнтермӗш-ача тенине пӗлтерет, пин те пӗрре ҫуралаҫҫӗ тенине илтнӗ-ха… Юрӗ, тен, йышлӑ та пулӗ мӗнпур ӑслӑлӑха пӗр пек чаплӑ шӗкӗлчекен ӑслӑ ачасем…
Айккинеллех пӑрӑнса кайрӑм-ха. Медальсем патне таврӑнсан, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вӗренӳре пур енлӗн ӗлкӗрсе пыракансене хавхалантарма «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медальсене упраса хӑварасси пирки хулан Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ара, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх маттур вӗренекенсене хавхалантарма ирӗк пур та, медальсене хӑварни ытлашши пулас ҫук-тӑр.
«Наградӑсемпе Хисеп хучӗсен сумӗ чакса пыраҫҫӗ», — тесе шухӑшлать пӗр тусӑм. «Лайӑх пӗлӗш-юлташ пулсан часах тивӗҫейӗн. Ҫук тӑк висле каясла ӗҫлесен те айккинче юлӑн», — касса татать вар вӑл. Юрӗ, пӗлӗшӗмпе тавлашас тӗллев лартмастӑп-ха ҫак материалта. Ҫапах та чӑннипех тивӗҫлисем пур тесе ҫирӗплетме май паракан тӗслӗхсенчен пӗрне илсе кӑтартасах килет.
Маттур ар-хӗре республика Элтеперӗн ятарлӑ стипендийӗпе хавхалантарнине пӗлетпӗр-ха. Ҫавсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет ташлаканӗ Дмитрий Абрамов.
Абрамов Пермьри хореографи училищинче ӑсталӑха алла илнӗ. Оперӑпа балет театрӗнче вӑл 2007 ҫултанпа ӗҫлет. Ун пирки ӗҫтешӗсем сцена илемӗ тесе хаклаҫҫӗ. Каччӑ хальхи постановкӑсенче те, классикӑра та пултарулӑхпа палӑрать-мӗн. Унӑн репертуарӗ пирки каласан, «Сарпике»-ри Сартивана, «Шопениана»-ри Поэта, «Ромео и Джульетта»-ри Ромео тата Бенволио тата ытти нумай-нумай роле асӑнмалла. Ҫамрӑк ӑста оперӑпа опереттӑсенчи арҫын ролӗсенче те пултарать теҫҫӗ.
Кашни ҫӗнӗ кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе пуян. Шел пулин те пулӑмсем яланах ҫынна савӑнӑҫ кӑна кӳрсе тӑмаҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен тухнӑ инкекрен этемӗн тем курса ларма тивет. Ҫавӑнпа та ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑракан йӗрке хуралҫисем пурри питӗ лайӑх. Вӗсен паттӑрлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫынсене пӗрре мар усӑ кӳнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ пулӑм вара ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Шупашкар хула администраци Сергей Иванов полици майорне «Ҫулталӑк ҫынни» ята панӑ. Раҫҫейӗн ШӖМ тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх Иванов ҫул-йӗрте тухнӑ инкекре ҫухалса кайманнине пула ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ.
Инкекӗ вара ҫӗртмен 29-мӗшӗнче М-7 «Волга» трассӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар посёлок ҫывӑхӗнче тухнӑ. Калугӑра пурӑнакан 50 ҫулхи арҫын темиҫе прицеплӑ урапапа ҫул тӑрӑх пынӑ. Темле самантра вара тимлӗхе ҫухатса хирӗҫле пыракан ҫул ҫине куҫнӑ. Ҫапла майпа арҫын бензовоза пырса тӑрӑннӑ. Вӑйлӑ ҫапӑннине пула топлива цистерни ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫул ҫине бензин юхма тытӑннӑ. Водителӗ те урапан кабининче хӗсенсе ларнӑ.
Турра шӗкӗр, ҫак вӑхӑталла ҫывӑхра Иванов майор пулнӑ. Вӑл ҫулҫӳреве вӑхӑтра хупнӑ тата васкавлӑ службисене чӗнсе илнӗ.
Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте «Мухтава тивӗҫлӗ ашшӗ-амӑшӗ» орденпа нумай ачалла 10 ҫемьене чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ аллинчен орден илекенӗсен шутне пирӗн ентешӗмӗрсем, Шупашкар хулинче пурӑнакан Павловсен ҫемьи те кӗнӗ.
Ольга Михайловновнапа Алексей Аполлинарьевич 10 ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен чи асли 18 ҫулта, кӗҫени вара ҫӗртме уйӑхӗнче 4 ҫул тултарать.
Мускавра пулнӑ вӑхӑтра мухтава тивӗҫлӗ кашни кил-йыша хулари паллӑ вырӑнӗсемпе илсе ҫӳренӗ, тӗрлӗ музейсемпе паллаштарнӑ.
Асӑннӑ ордена пирӗн етешсем иртнӗ ҫулсенче те тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта — Медведьевсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), в 2010 ҫулта — Маловсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), 2012 ҫулта — Филимоновсен ҫемьи (Ҫӗрпӳ районӗ).
Ордена тивӗҫлӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем пирӗн республикӑра малашне те пулӗҫ тесе шанас килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |