Чӑваш Енре, Шупашкарта, общество транспортӗнче паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ. Чылай чарӑну паллӑ ентешсен ячӗпе хисепленет. Шӑпах вӗсем пирки пассажирсем пӗлӗҫ. Чарӑну ятне каланӑ чухне ҫыннӑн пурнӑҫӗ пирки пӗр-ик предложенипе асӑнӗҫ.
Ку проект «Тӑван ятсем» ятлӑ, ӑна Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗҫ. Ку тӗллевпе 870 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Проект кӑҫал юпан 4-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑнса 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн шкул ачисемпе паллӑ ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулӗҫ.
Чӑваш Республикин Театр ӗҫченӗсен союзӗн хӑш-пӗр пайташӗ кӑҫал хӑйсен пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлама РФ Театр ӗҫченӗсен союзӗн стипендие тивӗҫнӗ. Сумлӑ йыша 6 ҫын кӗнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки Наталья Ахмед — кӗҫӗн тата вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли «Бабушкины сказки – Бабушкин волшебный сундучок» (чӑв. Асанне юмахӗсем — Асаннен асамлӑ арчи) ярӑмпа спектакльсем лартма; Пукане театрӗнчи Алина Каликова — «Особые-Разные-Равные» (чӑв. Расна-Тӗрлӗрен-Тан) проект валли; асӑннӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов — Чӑваш Ен Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 470 ҫул ҫитнине халалласа «Улетай на крыльях ветра» (чӑв. Ҫил ҫуначӗпе вӗҫсе кай) программа хатӗрлеме; Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Сергей Павлов — Юлия Николаеван «Инкеклӗ телей» повеҫӗ тӑрӑх инсценировка лартма; асӑннӑ театрти Наталия Сергеева — «Сказка о волшебном щучьем Слове» (чӑв. Асамлӑ сӑмах ҫинчен юмах) сывлӑх енчен хавшак ачасем валли интерактивлӑ спектакле лартма; «Станиславский.КОМ» театрти Александр Романов — интернатра вӗренекен ачасем валли «От сердца к сердцу» (чӑв.
Раҫҫейри 8 регионта ҫӗршыври футбол пӗрлӗхӗ «Шкулта – футбол» проект пуҫарать. Чӑваш Ен те сӑнав регионӗсен йышӗнче.
Ку проект Чӑваш Енри 7 шкулта пурнӑҫланӗ: Шупашкарти 6-мӗш тата 61-мӗш шкулсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш тата 6-мӗш шкулсенче, Улатӑрти 7-мӗш шулта тата Вӑрнар поселокӗнчи 2-мӗш шкулта. Проектпа килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак пӗлӳ ҫурчӗсенче физкультурӑн кашни виҫҫӗш урокӗ команда вӑййипе иртӗ.
Проекта пурнӑҫласа массӑллӑ футбола 1,5 пин ытла шкул ачине явӑҫтарасшӑн.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ информаци платформи пуҫарса яма йышӑннӑ. Ҫапла тума республикӑн цифра аталанӑвӗн, инфрмаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Кристина Майнина сӗннӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ проект тӗрлӗ енлӗ хыпарпа паллаштарӗ: республика мӗнле пурӑннипе, ҫитес кунсенче мӗнле пулӑмсем иртессипе, канмалли кунсенче епле спорт тата культура мероприятийӗсем пулассипе, вӗренме ӑҫта кайма май пуррипе...
«Чувашия. Онлайн» (чӑв. Чӑваш Ен. Онлайн) проекта хатӗрлес ӗҫе утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫӑннӑ, ӑна ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене 2020 ҫулшӑн патшалӑх премине пама йышӑннӑ.
Асӑннӑ укҫана наукӑра, техникӑра тата производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас ӗҫре тата ҫамрӑксен политики енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спортра тӑрӑшакансене; нимеҫӗсене; ҫынсенче патриотизм туйӑмӗ вӑратас енӗпе тимлекенсене; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе ӗҫлекенсене панӑ.
Литература, культура тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакансенчен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн аслӑ инженер-программисчӗ Антон Назаров, асӑннӑ учрежденин гуманитари ӑслӑлӑхсен литературин заведующийӗ Виктория Николаева, Гелюся Степанова библиотекарь «Чувашская Республика: летопись столетия» проектпа палӑрнӑ.
Журналистика енӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Заграничный, Виктория Кислова, Вячеслав Краснов, Роман Куракин, Николай Филиппов «Студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш» (чӑв. «») проектшӑн патшалӑх премине тивӗҫнӗ
Ҫарпа истори обществи Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ «Строителям безмолвных рубежей» мемориал проекчӗн Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
13 проектран чи лайӑххине суйланӑ. Унта Чӑваш Енрен, Ӗренпур, Брянск, Мускав облаҫӗсенчен, Мускавран хутшӑннӑ. Константин Фомин архитекторӑн проекчӗ чи нумай сасӑ пухнӑ. Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ проекта Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, хута ярӗҫ.
Сӑмах май, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне ӗмӗр асра хӑварас шухӑш ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн пулнӑ.
Шупашкар районӗнче качака сӗтне хатӗрлекен цех уҫӑлнӑ. «Деревенский дворик» (чӑв. «Ялти картиш») ял хуҫалӑх кооперативӗ мӗнле ӗҫленипе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ.
Предприятие ҫӗнетме республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ. Проект 78 миллион тенке кайса ларнӑ. Хакӑн 60 процентне патшалӑх саплаштарнӑ. Предприяти ертӳҫи Анатолий Константинов пӗлтернӗ тӑрӑх, цехра качака сӗтне те, ӗне сӗтне те хатӗрлеме пулать. Ӑна кантӑк кӗленчесене тултарма палӑртнӑ. Кооператив пайташне 27 фермер кӗнӗ. Хуҫалӑх аш-пӑш та хатӗрлет, ҫурмафабрикатсем те тӑвать.
Олег Николаев 2021 ҫулта ял хуҫалӑх продукцине хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен кооперативсем хушма пулӑшӑва тивӗҫнине пӗлтернӗ. Хыснара ку тӗллевпе 120 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем ҫӗнӗ машинӑпа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Чӑваш Ене «Шкода Октавия» тата УАЗ «Патриот» машинӑсем ҫитнӗ. Пӗтӗмпе – 42 «тимӗр урхамах».
Паян кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫине тыттарнӑ. Транспорта «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн илсе килнӗ. Виҫӗ УАЗран иккӗшне паян района янӑ. Теприсем ӗҫрен кӑларнӑ техникӑна улӑшарӗҫ.
«Ҫӗнӗ транспорт республикӑри йӗркене лайӑхрах пахса тӑма пулӑшасса шанатӑп», - тенӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов.
Чӑваш Енре ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламан подрядчиксен реестрне тӑвӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев сӗннӗ.
Кӑҫал «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» регионти проектпа килӗшӳллӗн, ҫуртсен картишӗсене, общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатма 362,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах 47,6 миллион тенкипе ҫеҫ усӑ курнӑ. 340 объектран 103-шӗнче ҫеҫ ӗҫсем вӗҫленнӗ. Кая юлакансен йышӗнче – Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсем. Ку подрядчиксем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫламаннипе ҫыхӑннӑ.
Халӑх ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем мӗншӗн вӑхӑтра пурнӑҫланманнинне пӗлтӗр тесе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлемен подрядчиксен реестрне тӑвӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна пурте кӗрсе пӑхма пултарӗҫ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул пур-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Унта тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Хальлӗхе унӑн проектне сӳтсе яваҫҫӗ.
Шкул пӗчӗк хула е кампус евӗр пулӗ. Проектра ҫурта темиҫе блока пайланӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли вӑйӑ лапамӗ пулмалла, аслӑраххисем валли – спорт лапамӗ.
Техзаданипе килӗшӳллӗн, тӑватӑ хутлӑ шкула кирпӗчрен тӑвӗҫ. Ун ҫине пӑхсан пултарулӑх ҫуртне, пионер лагерьне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Тӗп алӑк – воронка евӗр. Унтан ачасем ытти блока лекме пултарӗҫ: акт залне, вулавӑша, апатланмӑша… Ҫурт стени ҫине граффити ӳкермелле те тӑвасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.09.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Пётр Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яклашкин Морис Николаевич, хор дирижёрӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |