Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура институчӗ

Культура

Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫамрӑк артистсем, виҫӗ хӗрпе икӗ каччӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. Коллектива вӗсемпе коллектива театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев паллаштарнӑ.

Ҫамрӑксем Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӗсен педагогӗ пулса театрӑн артисчӗ Ирина Иванова ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене артист пултарулӑхне хӑнӑхтарма РСФСР халӑх артисчӗ Николай ГРигорьев, театр артисчӗ Алексей Герасимов нумай тӑрӑшнӑ.

Театр директорӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Роза Лизакован тӳпине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе труппа йышне чакармасӑр коллектив йышне ӳстерме май килнӗ.

 

Республикӑра

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти артист, вӑлах — доцент, ҫынсене хӑрама пӑрахтарӗ. Сӑмахӑмӑр — сцена ҫине е халӑх умне тухса калаҫакансем пирки.

Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн преподавателӗ, Вырӑс драма театрӗн артистки, Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лариса Родик «Проблемы и мастерство публичного выступления» (чӑв. Халӑх умӗнче калаҫассин ыйтӑвӗсемпе ӑсталӑхӗ) темӑпа 14 сехетре хӑй ӗҫлекен театрта лекци вулӗ тата ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.

Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тарӑх, Лариса Родик хӑйӗн пултарулӑхне РФ халӑх артистки, РФ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ М.С. Брусникина профессор (вӑл — Мускавран) патӗнче туптанӑ.

Лариса Родик ирттерекен ӑсталӑх сехечӗпе лекцийӗ Вырӑс драма театрӗ «Театр педагогики» вӗренӳ программине пуҫарнипе ҫыхӑннӑ.

 

Культура

Ыран, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хусанта Раҫҫей тӗп халӑхӗсен тӑван чӗлхисемпе «Амадины» регионсен хушшинчи юрӑ конкурсӗн финалӗ пулӗ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Атӑлҫи патшалӑх физкультурӑпа спорт академийӗн концерт залӗнче иртӗ.

«Амадины» — ҫамрӑксен хушшинчи автор тата анлӑ сарӑлнӑ юрӑсен конкурсӗ. Унӑн тӗп условийӗ – юрӑсем тӑван чӗлхепе пулмалла», — хыпарлать МИХ.

Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртнӗ, заявкӑсене юпан 15-мӗшӗччен йышӑннӑ. 14 регионтан ҫитнӗ 140-е яхӑн заявкӑран 17-шне финала суйласа илнӗ, ҫак шута ансамбльсемпе юрӑ ушкӑнӗсем кӗнӗ.

«Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен хушшинче Чӑваш Республикинчи Культура институчӗн «Илем» ушкӑнӗ те пур.

Конкурсантсемпе ӗҫлекенсенчен пӗри – Раҫҫей эстрада юрӑҫи, ТР тава тивӗҫлӗ артистки, «Голос» шоу финалистки Эльмира Калимуллина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_2093
 

Культура

Юпан 23–25-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наци драматургийӗн регионсем хушшинчи иккӗмӗш лаборатори-форумӗ иртет.

Виҫӗ кунлӑ форумӑн кашни кунӗ пуян программӑран тӑрать тесе ӗнентереҫҫӗ театрта. Лабораторие, сӑмах май, театр директорӗ Елена Николаева, Иосиф Дмитриев тӗп режиссер тата Мускаври театровед, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн заведующийӗ Полина Богданова уҫнӑ. Ҫав кун унта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем, театрӑн актерӗсем, халӑх театрӗсен режиссерӗсем, драматургсем, драматургипе кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.

 

Культура
Николай тата Нина Григорьевсем
Николай тата Нина Григорьевсем

РСФСР халӑх артистне, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин профессорне Николай Григорьева уйӑхсерен ӗмӗрлӗх пособи парса тӑрӗҫ. Ҫапла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Кун пек пособие культурӑра тата ӑслӑлӑхра Чӑваш Ен умӗнче тата тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ маттурсем тивӗҫеҫҫӗ. Укҫана «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программипе уйӑраҫҫӗ.

Николай Григорьев 1939 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 40 ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Нина Григорьева та Ҫӗрпӳ районӗнчен. Нина Григорьева паян та Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет, куракансене хӑйӗн ӗнентерӳллӗ ролӗсемпе тыткӑнлать.

 

Культура

Пуш уйӑхӗн 11–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вокалпа хореографи, театрпа художество тата инструмент пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш фестивалӗ иртнӗ.

«Калейдоскоп талантов» (чӑв. Пултаруллисен калейдоскопӗ) конкурсра «Эстрада вокалӗ» номинацире Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, ҫавӑн пекех хамӑр республикӑри уҫӑ сасӑллӑ та хитре юрлакан ачасем ӑмӑртнӑ.

Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен ачасем те конкурсра хастар пулнӑ. Унтан «Звуки детства» (чӑв. Ачалӑх сасси) вокал ушкӑнӗ, Ильяс Атаказов, Зиля Субханкуллова, Келли Мишина, Линара Куликова, Мефодий Галкин, Василя Салихова савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ. Арина Селенина тата Залина Шагаева I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.

 

Персона
Татьяна Казакова
Татьяна Казакова

Татьяна Казакована ӗнер Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин 865-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Мӗншӗн хӑтарнине официаллӑ хушура асӑнса-ӑнлантарса тӑман.

Культура министерствинче Татьяна Казакова 2008-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Малтан Вӑрмар районӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗн заведующийӗнче, Чӑваш Республикинчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, Культура министерствинче халӑх пултарулӑхӗн, вулав тата музей ӗҫӗн секторӗнче заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти Культура институтӗнче вӗреннӗ.

Хальхи вӑхӑтра Константин Яковлев министра Иван Архиповпа Вячеслав Оринов пулӑшса пыраҫҫӗ.

 

Культура

Ӗнер Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегйиӗнче Культура тата искусство институчӗн аталанӑвӗн ҫурл-йӗрне сӳтсе явнӑ.

2016-2020-мӗш ҫулсенче вӗренӳ заведенине аталантарас плансемпе паллаштарнӑ май Наталья Баскакова ректор институт чӑваш культурине упрассипе кӑна мар, аталантарассипе тата сарассипе малашне те ӗҫлессине палӑртса хӑварнӑ. Ӗҫе ҫӗнетессин тӗп ҫул-йӗрӗ шутӗнче Н. Баскакова вӗрентӳ, тӗпчевпе ӑслӑлӑх тата пултарулӑх ӗҫне раснарах йӗркелессине те, халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарассине те асӑннӑ.

Культура отраслӗ енӗпе пӗлӳ илес текенсем валли паянхи куна институтра виҫӗ факультет ӗҫлет. Ҫав шутра - юрӑ юрлас искусство факультечӗ, культура факультечӗ тата хушма пӗлӳ паракан факультетсем.

 

Культура Форумра Николай Угаслов сӑмах илнӗ
Форумра Николай Угаслов сӑмах илнӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркеленипе Геннадий Волков этнопедагога асӑнса «Ылтӑн cӑпкa» ятлӑ пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш этнокультура форумӗ иртнӗ.

Унта Калмӑк патшалӑх университечӗн кафедра пуҫлӑхӗ Аркадий Панькин, унти профессор, педагогика наукисен докторӗ Светлана Белова, Воронежри архитектурӑпа строительство университечӗн дизайн кафедрин профессорӗ Елена Губанова, Раҫҫейри тата хамӑр патри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тӗрлӗ семинарпа ӑсталӑх ypoкӗ йӗркеленӗ.

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 62-мӗш шкулта Раҫҫейри ӑсчахсемпе вӗрентекенсем ӑсталӑх ypoкӗceмne семинарсем ирттернӗ. Унта «Хавхалану» ятпа Раҫҫейри пӗрремӗш фестиваль-конкурс иртнӗ.

Teпӗp кунне форум культурӑпа ӳнер институчӗнче тӑсӑлнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтра этнопедагогика мелӗпе халӑх культурине сыхласа хӑварасси» темӑпа пӗрремӗш наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ.

Конференцие хутшӑннӑ ЧНК президенчӗ Николай Угаслов Геннадий Волковӑн эткерлӗхне упранӑшӑн тав тунӑ.

— Чӑвашӑн мухтавлӑ ывӑлӗн Геннадий Никандрович Волковӑн эткерлӗхӗ пире чунпа пуян пулма, ытти халӑхпа туслӑ пурӑнма пулӑшать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/499.html
 

Чӑвашлӑх

Чӳк уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ ҫамрӑк юрӑҫсен «Шуҫӑм» республикӑри конкурсне ирттерет.

Ӑна наци музыка ӳнерне упраса хӑварас, наци тематикине ҫутатакан хайлавсене анлӑлатас, вӗренекенсене профессилле наци музыкипе ҫывӑхлатас тесе ирттернине пӗлтереҫҫӗ.

Конкурса «Фортепиано (соло)», «Халӑх инструменчӗ (соло), «Академи вокалӗ (соло)», «Пӗтӗмӗшле фортепиано (соло)», «Хорпа юрласси» номинацисемпе йӗркелемелле. Унта ҫула кура тӑватӑ ушкӑнпа тупӑштарӗҫ: 7–9 ҫулхисем, 10–13-рисем, 14–17-рисем, 18 ҫултан аслӑраххисем.

Конкурса хутшӑнас шухӑшлисен чӑваш композиторӗсен тӗрлӗ хайлавне шӑрантарма май пулӗ. Хутшӑнакансене темиҫе номинаципе те тупӑшма ирӗк парӗҫ.

«Шуҫӑма» хутшӑнас тесен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ыйтса ҫырмалла. Ыйтусем сиксе тухсан Надежда Владимировна Гайбурова 8(937)016-35-16 номерпе шӑнкӑравламалла е nadezhdagaj@gmail.com электрон адреспа ҫыру ямалла.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 25

1950
74
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын