Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче «Асамат кӗперӗ» тӗнче тетелӗнчи фестиваль ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль тӗллевӗ — республикӑмӑр наци музыка пултарулӑхне сарасси тата 100 пин юрӑллӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне кӑтартасси.
Фестивале уйрӑм юрлакансем те, хор коллективӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗркелекен мероприятире хӑйсен пултарулӑхне профессилле ушкӑнсем те, вӗренекенсем те кӑтартайӗҫ.
Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене виҫӗ енпе хаклӗҫ: академилле юрӑ, халӑх юрри, фольклор юрри. Мероприяти пирки тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ Уҫӑ алӑксен кунне онлайн мелпе унччен те ирттернӗ. Хальхинче ун пеккине машиностроени факультечӗ йӗркелӗ. Вӑл паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 12 сехет те 30минутра пуҫланӗ.
Аслӑ шкулӑн машиностроени факультетӗнчи специальноҫсем, унта вӗренме кӗрес тесен мӗнле экзаменсем тытмалли ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Уҫӑ алӑксен кунне хутшӑнакансем ытти чылай ыйтӑва та уҫӑмлатайӗҫ. Вӗсене факультетӑн деканӗ Виктор Адольфович Гартфельдер профессор хуравлӗ. Унсӑр пуҫне студентсем, аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем, партнер-компанин пайташӗсем калаҫӑва хутшӑнӗҫ.
Тӳрӗ эфира ЧПУ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче https://vk.com/chuvsu страницӑра ирттерӗ.
Ыйтусене ҫакӑнта https://forms.gle/2BrsvGQ2J5BVGK6Q7 йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине университет статусне пама пултарасси пирки эпир унччен систернӗччӗ-ха. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов аслӑ шкулӑн ректорӗпе Андрей Макушевпа тӗл пулнӑччӗ. Сергей Артамонов ун чухне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗпе Дмитрий Патрушевпа курнӑҫнине, ял хуҫалӑх академине университет статусне парас ыйтӑва хускатнине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Сергей Артамонов ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗпе Андрей Макушевпа черетлӗ хутчен курнӑҫнӑ.
Андрей Макушев ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Максим Увайдов аслӑ шкула университет статусне парасси ҫинчен хушу алӑ пуснине пӗлтернӗ. Ҫапла вара академи Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ сӑвӑ-калав хитре вулакансене Ольга Ырсем ячӗллӗ илемлӗ сӑмах конкурсне хутшӑнма йыхравлать.
Ӑмартӑва вулав культурин чи лайӑх йӑли-йӗркине тата аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Конкурс ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ. Ун пек конкурса учреждени XIV хут ирттерет.
Ольга Ырсем – Чӑваш Ен театр ӳнерне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки пулнӑ, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки.
Кӑҫалхи конкурса Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе ирттернӗ.
Конкурсра ача пахчисенче, шкулсенче, техникумсемпе колледжсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс номинацийӗсем: сӑвӑсем, проза хайлавӗсем, литературӑпа музыка композицийӗсем, театр миниатюри, спектакльти сыпӑк.
Коронавируса пула шкулсенче тата аслӑ шкулсенче вӗрентме пӑрахасси пирки асӑрхаттарчӗҫ. Уроксемпе занятисене инҫет вӗрентӳ мелӗпе епле йӗркелӗҫ? Компьютер тата тӗнче тетелне тухма май ҫуккисен мӗн тумалла? Вӗсем тантӑшӗсенчен катӑк пулӗҫ-и? Тусӗсем вӗреннӗ вӑхӑтра программӑна ӑша хываймӗҫ-и? Ҫак тата ытти нумай ыйту ҫуралать паян ашшӗ-амӑшӗн те, вӗрентекенсен те. Аслӑ шкулта дистанци мелӗпе вӗрентекен пӗр педагог ку ӗҫе вӗсен, преподавательсен, хӑйсен тӗллӗн пурнӑҫлама тивнине пӗлтернӗччӗ.
«Хӗрӳ линие» Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче уҫнӑ. Унӑн телефон номерӗ — 8 (8352) 58-37-89. Унсӑр пуҫне Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствине те шӑнкӑравлама юрать. Унтисен телефон номерӗ — +7 (800) 200-91-85. Шӑнкӑравлама учительсен те, ашшӗ-амӑшӗн те юрӗ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине университет статусне пама пултараҫҫӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов аслӑ шкулӑн ректорӗпе Андрей Макушевпа тӗл пулнӑ. Енсем аграри аслӑ шкулӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ.
Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗпе Дмитрий Патрушевпа курнӑҫнӑ. Ҫавӑн чухне ял хуҫалӑх академине университет статусне парас ыйтӑва хускатнӑ.
Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ шкул аграри валли пысӑк шайри специалистсем хатӗрлет. Академи статусӗ улшӑнсан унӑн сумӗ тӗрлӗ шайра тата ӳсӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «#Разделяй» (чӑв. Уйӑр) экоологи проекчӗ пуҫарнӑ. Унта чи малтисенчен пӗрисен йышӗнче ют ҫӗршыври студентсем хутшӑнма тытӑннӑ.
Проекта пурнӑҫа кӗртсе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хутпа пластик уйрӑм пухма картон бокссем вырнаҫтарнӑ. Аслӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, корпуссенчи бокссем ҫине тӗплӗ инструкцисем ҫырса пичетленӗ. «Экологи питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ, тӗслӗхрен, Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Мухаммедали Собиров.
Ҫывӑх вӑхӑтра нимеҫӗсем аслӑ шкулти кашни академи ушкӑнӗпе тӗл пулса йӑлари хытӑ каяша уйрӑм пуҫтармалли ҫинчен ӑнлантарса парасшӑн. Студентсене ҫеҫ мар, преподавательсене те.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Инна Лялинан «Чувашские мотивы» (чӑв. Чӑваш ҫеммисем) куравӗ уҫӑлнӑ.
Инна Лялина — Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ.
Куравра художникӑн 30 ытла ӗҫӗпе паллашма пулать тесе пӗлтернӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра. Ӗҫсене ӳнерҫӗ тӗрлӗ жанрпа: портрет, пейзаж, натюрморт — пурнӑҫланӑ. Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Инна Лялина куравӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) уҫӑлнӑччӗ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Архитектор тата педагог-художник. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Ене 10 ҫула яхӑн ертсе пынӑ Михаил Игнатьева ӗҫрен хӑтарни ҫинчен юлхав журналист та ҫырчӗ пулӗ. Михаил Игнатьевпа ҫыхӑннӑ хыпарсене ҫӗршыври тата хамӑр регионти МИХсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарласа тӑчӗҫ. Паян Михаил Васильевич хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хӑйне критикленисене тав туса Инстаграмра ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.
Би-Би-Син вырӑс служби (аса илтерер: Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑва итлеме Би-Би-Син журналисчӗ Илья Барабанов килнӗччӗ) Шупашкарти ҫӑлкуҫсем систерни тӑрӑх ҫапларах пӗлтернӗ: Михаил Игнатьева Путин ӗҫрен кӑлариччен Федераци Канашӗнчи должноҫе тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ пулма сӗннӗ-мӗн. Анчах Михаил Васильевич влаҫран кайма килӗшмен имӗш.
Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ премьер-министрӗ Михаил Мишустин хӑйӗн пӗрремӗш хушӑвӗпе Федерацин налук службин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫак портфеле Даниил Егорова шаннӑ.
Аса илтерер, унччен ку пукана Мишустин хӑй йышӑннӑччӗ. Раҫҫей Правительствине отставкӑна янӑ хыҫҫӑн Владимир Путин Президент ҫӗршывӑн РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ пулма налук службин пуҫлӑхне сӗнчӗ. РФ Патшалӑх Думи асӑннӑ кандидатурӑна ҫирӗплетрӗ.
Даниил Егоров унччен Федерацин налук службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 1975 ҫулта ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн халӑхсен туслӑхӗн университетӗнче «юриспруденци» специальноҫне алла илнӗ. Налук органӗнче 2001 ҫултанпа ӗҫлет. 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна РФ Федерацин налук службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |