Ҫак канмалли кунсенче Тӑвай округӗнче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртнӗ. Кун пирки хыпарланӑччӗ.
Кӑҫалхи агрослет ҫамрӑксен асӗнче чылайлӑха юлӑ ахӑртнех. Тӑвай округӗнче пурӑнакан Даниил Кириллов савнине Викторийӑна агрослетра качча тухма ыйтнӑ. Хӗр хирӗҫлемен.
Пулас ҫамрӑк мӑшӑра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче саламланӑ. «Туй сирӗн пӗрлехи пурнӑҫра ҫутӑ та паллӑ кун пулса тӑтӑр, кил вучахӗ ӑшӑлӑхпа тултӑр», - тесе ҫырнӑ Олег Алексеевич.
Чӑвашсене Мускаври Театр институчӗ тӳлевсӗр вӗрентессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫитес ҫул Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ артист пулма ӗмӗтленекен чӑваш ҫамрӑкӗсене тӳлевсӗр вӗрентме илӗ.
Кӑҫал Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ артист пулас ӗмӗтлисене ӑсталӑха туптама пулӑшӗ.
«Ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттерме театр кашни муниципалитет округӗнчех палӑртнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳ те пур. Ак, тӗслӗхрен, Тӑвайпа Йӗпреҫ округӗсенчен юрӑпа сӑвӑ енчен пултаруллӑ хӗрпӗрчийӗсене суйласа илчӗҫ Наталия Сергеевӑпа Геннадий Медведев», – хыпарланӑ театрта.
Суйлавсемпе итлевсем, тӗлпулусем малалла та иртӗҫ. Мускавра вӗренме, артист пулма кӑмӑл пур пулсан, пӗлтерӗр пире ҫак телефонпа +7 835 262 02 21.
Ку шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Тӑвай муниципаллӑ округӗнче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, мероприяти «Упа кӗтесӗнче» пулӗ. Унта ӗҫлекен 1,5 пин ытла ҫамрӑк хутшӑнма палӑртнӑ.
Агрослет кӑсӑклӑ иртмелле. Унта спорт мероприятийӗсем кӑна мар пулӗҫ. Ҫамрӑксен тӳре-шарапа куҫа-куҫӑн калаҫма та май пулӗ.
Сӑмах май, агрослет кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет.
Тӑвай районӗнчи Алексей тата Анна Андреевсем хӑйсем ҫемье ҫавӑрнине Мускавра уявлама йышӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулинче, унти ВДНХри «Раҫҫей» куравра, мӑшӑрланнӑ.
Туя ҫамрӑксем хамӑр халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ.
Ҫамрӑк мӑшӑра пурнӑҫри паллӑ пулӑмпа Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов саламланӑ. Вӑл вӗсене ҫемьере килӗшӳпе ҫураҫу суннӑ. Шупашкар хулин элемӗллӗ парнепе чысланӑ.
Тӑвай районӗнче М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫула тунӑ чухне ваннӑ ҫула юсама тытӑннӑ. Асӑннӑ ӗҫе «Энӗш» тата «Тӑвай-Чутей-Аслӑ Кайбицы» ҫулӑн Тӑвай районӗнчи пайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ.
«Энӗш» ҫул ҫинчи 5 пин тӑваткал метр ытла лаптӑк ҫинчи кивӗ асфальта илсе ҫӗнннине сарӗҫ, «Тӑвай-Чутей-Аслӑ Кайбицы» ҫул ҫинче – 35 пин тӑваткал метр.
Юсав ӗҫне пурнӑҫлаканни — «Автодор» предприяти. ӖҪе пурнӑҫланине саплаштармалли тӑкака «М-12» ҫулӑн проектне тунӑ чухне пӑхса хӑварнӑ.
Тӑвай тӑрӑхӗнчи Кӗрше ялӗнчи пӗвене 1383 вӗтӗ пулӑ янӑ. Ҫав Вӑл шутра – шурӑ амур, карп, сазан.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Мучар тӑрӑхӗнчи ялсенчи пӗвесемпе кӳлӗсенчи пулӑ йышне ӳстерес шухӑш тахҫанах пулнӑ. Экологи ҫулталӑкӗнче тинех ӑна пурнӑҫа кӗртме май килнӗ.
Вӗтӗ пулла вырӑнти ҫамрӑксем пулӑ хуҫалахӗнче хӑйсен укҫипе туяннӑ.
«Шывра чӗрчунсем ӗрчесен пӗве те тасалӗ», — шанаҫҫӗ вырӑнтисем.
Паянхи ир тӗлне 4 округри ялсенче шыв-шур сарӑлнӑ: Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Ҫӗрпӳ. Хӑш-пӗр ялта урам тӑрӑх шыв вӑйлӑ юхать. Вӗсенче пӑрӑхсене тасатаҫҫӗ, канавсем чаваҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра тивӗҫлӗ службӑсем юр мӗнле ирӗлнине, юханшывсем ҫыранран тухнипе тухманнине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Сӑрта, Атӑлта тата Мӑн Ҫавалта стационар посчӗсенче тӗрӗслев йӗркеленӗ.
Лару-тӑру япӑх аталанас тӑк 17 округри 57 ял-салана шыв-шур илме пултарать. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Паян иртенпе республикӑра юрпа ҫумӑр ҫунӑран, ҫил ҫеккунтра 12-15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗрен хӑш-пӗр округи ялсем электричествӑсӑр юлнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел, Тӑвай тата Канаш округӗсенчи хӑш-пӗр ялта ҫутӑ сӳннӗ. Халӗ унта электриксем ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 8 бригада, 76 ҫын тата 8 техника, ӗҫлет.
«Погода 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес сехетсенче ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил татах вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Унччен Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче пурӑнакансене фельдшер колхоз правленийӗ пулнӑ ҫуртра йышӑннӑ. Ҫак кунсенче унта ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ медпунктра газ, ӑшӑ шыв, кирлӗ медицина хатӗр-хӗтӗрӗ пур. ФАП ку тӑрӑхра пурӑнакан 1200 ытла ҫынна йышӑнӗ.
Ҫав кунах Кармал ялӗнче те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Унччен унта кун кунлакан 300 ытла ҫын фельдшер патне ялти клуба ҫӳренӗ.
Тӑвай округӗнчи Кушкӑ ялӗнче пурӑнакансем ялти клуб тӑррине витес тесе пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курнӑ. Ҫынсем 99 пин тенкӗ ытла пухнӑ, ытти, 1 миллион та 599 пин те 540 тенки – республика хыснинчен.
Клуб тӑррине витме пӗтӗмпе 1 миллион та 990 пин тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Паянхи кун клуб тӑррине сӳтнӗ, унта ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Палӑртмалла: клуба 1988 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗпрен юсаман. Тӑрри кивелнӗ, хӑмисем ҫӗрнӗ.
Клуба ҫӗнетни 110 ытла ҫын пурӑнакан ялшӑн питӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |