
Муркашра ҫӗнӗ поликлиника уҫӑлнӑ. Кая юлса пулин те вӑл ӗҫлесе кайнӑ-кайнах. Объекта малтан палӑртнинчен 8 уйӑх кая юлса уҫнӑ. Унта сменӑра 150 ҫынна йышӑнма пултарӗҫ.
Поликлиникӑна уҫма пысӑк шайри тӳре-шара персе ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра икӗ уйрӑм: аслисен тата ачасен. Кашни уйрӑма уйрӑм алӑкран кӗмелле.
Ҫынсене участокри терапевтсем, педиатрсем, ҫавӑн пекех ансӑр профильлӗ оториноларинголог, офтальмолог, невролог йышӑнӗҫ.
Объекта «ГлавИнвестСтрой» тулли мар яваплӑ общество хӑпартнӑ. Поликлиникӑна подрядчикӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Унта нумаях пулмасть депутатсен делегацийӗ пулсан объекта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ.

Шупашкар хулинчи Президент пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ чухне 745 грамм таякан, 36 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ ачана пӑхса ӳстернӗ.
Пулас амӑшӗ пульницӑна юн нумай кайнипе килнӗ. Тухтӑрсем часрах кесарево туса ачана касса кӑларнӑ. Пепке 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗчӗк виҫеллӗ пулнӑран ача пурнӑҫпа вилӗм хушшинче кӗрешнӗ. Телее, виҫӗ уйӑхран пепке вӑй илнӗ, амӑшӗпе Светланӑпа ӑна киле кӑларнӑ. Ун чухне ача 2900 грамм тайнӑ, 47 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Килте пӗчӗкскере пиччӗшӗ, ашшӗ тата аслашшӗ-кукамӑшӗ кӗтнӗ.

48 сехетре санитари вертолечӗ Патӑрьел районӗн тӗп пульници умне тӑватӑ хутчен анса ларнӑ, тӑватӑ пациента Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе килнӗ. Вӑл чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатма йышӑннӑ.
Ҫав каҫах Шӑмӑршӑ округӗнчи арҫынна кардиодиспансера илсе ҫитернӗ. Вӑл та чӗре тӗлӗнчен ыратнине каланӑ.
Ирхине Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи арҫынна пульницӑна илсе килнӗ. Унӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ. Ӑна та Шупашкара вертолетпа илсе кайнӑ.
68 ҫулти хӗрарӑм вара ҫул ҫинче аманнӑ. Патӑрьел районӗн тӗп пульницин тухтӑрӗсем унӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртсен Шупашкар хулине Васкавлӑ медпулӑшу пульницине вертолетпа ӑсатнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пиллӗкри ача чӳречерен персе аннӑ. Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе унти прокуратура тӗрӗслеме пуҫланӑ.
Ача Совет урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен, 4-мӗш хутран, персе аннӑ. Инкек пирки ирхи 9 сехет тӗлӗнче васкавлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек вӑхӑтӗнче ачан амӑшӗ килтех пулнӑ. Чӳречене москит сеткӑпа хупланӑ, ача унта пырса сӗвеннӗ.

Республикӑра санитари вертолечӗ малалла ӗҫлет, пациентсен пурнӑҫне ҫӑлать. Нумаях пулмасть вертолетпа Улатӑр хулинчи 77 ҫулти арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унӑн инфаркт пулнӑ.
Вертолет Улатӑрта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине анса ларнӑ. 77 ҫулти арҫыннӑн миокард инфаркчӗ тепӗр хутчен пулнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Улатӑрти пульницӑна илсе килнӗ. Пациент кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ, тухтӑрсем сатураци пӗчӗк пулнине палӑртнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫын 10 ҫул каялла инфаркт чӑтса ирттернӗ. Ун чухне ӑна коронароангиографи тунӑ. Ҫитменнине, унӑн урӑх чирсем те пур, ку вара сывлӑхне пушшех те япӑхлатать.
Улатӑрти тухтӑрсем пациентӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртнӗ те санавиаци валли заявка янӑ. Вертолет арҫынна Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем ӑна часрах операци тунӑ.

Республикӑри кардиологи диспансерӗн хтирургӗсем пӗрремӗш хут хӑйне евӗр операци тунӑ. Вӗсем чӗрери аорта тата клапан пайӗсене донорӑннипе улӑштарнӑ.
Кун пек операцие икӗ ҫынна тунӑ. Унсӑрӑн вӗсен пурнӑҫӗ кирек хӑш самантра татӑлма пултарнӑ.
Операци питӗ кӑткӑс иртнӗ. Хирургсем чарса лартнӑ чӗре ҫинче операци тунӑ. Пӗр пӗчӗк йӑнӑш та пациентӑн пурнӑҫне татма пултарнӑ. Хирургсен бригадине Лининград облаҫӗнчи штатра тӑман тӗп ача-пӑча кардиохирургӗ Владимир Болсуновский ертсе пынӑ. Вӑл кун пек операцисене 30 ҫул ытла ирттерет.
Халӗ икӗ пациента та тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ, вӗсем реабилитаци витӗр тухаҫҫӗ.

Вӗсем – хӑйсен ӗҫне пӗлекен чӑн-чӑн ӑстасем. Вӗсем арҫынна леш тӗнчерен пурнӑҫа тавӑрнӑ. Нумаях пулмасть Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригади арҫын патне килнӗ.
Пациент кӑкӑр тӗлӗнчен хӗссе ыратнине каланӑ. Унӑн сивӗ тар тапса тухнӑ, вӑл йывӑррӑн сывланӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу медикӗсем часрах ЭКГ тунӑ, арҫыннӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ, хӑвӑртрах пульницӑна илсе кайма тухнӑ.
Анчах ҫул ҫинче арҫыннӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Тухтӑрсем ҫухалса кайман – машинӑрах экстреннӑй майпа дефибрилляци тунӑ. Пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Ӑна пульницӑна реанимацие чӗрӗ илсе ҫитернӗ.
Ҫав арҫыннӑн хӗрӗ ашшӗне ҫӑлнӑшӑн медиксене куҫҫуль витӗр тав тунӑ.

Канаш районӗнче 54 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Халӗ ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Ҫухалнӑ арҫын ячӗ — Олег Иванович Базян. Вӑл Сиккасси ялӗнче пурӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен таҫта тухса кайса ҫухалнӑ.
Арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ. ҫӳҫне шакла хыртарнӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне хура куртка, кӑвак шӑлавар, хурарах симӗс тӗслӗ атӑ, ҫӑрӑ тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Ҫухалнӑ арҫынна куракансене 8 800 700-54-52 тӳлевсӗр номерпе е 89876687081 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗнче «Лиза Алерт» отряда Чӑваш Енри 26 ҫынна шыраса тупма пулӑшма ыйтса заявка ҫитнӗ.

Республикӑра санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Хальхинче вертолетпа пушарта шар курнӑ арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Улатӑр округӗнче пурӑнаканскер пиҫсе кайнӑ. Малтанах ӑна районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хулари специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ хыҫҫӑн пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма йышӑну тунӑ.
Темиҫе сехетренех ӑна хулари тухтӑрсем тӗрӗслеме, сиплеме пуҫланӑ. Арҫыннӑн кӗлеткин 35 проценчӗ тата сывлав ҫулӗсем пиҫсе кайнӑ. Халӗ вӑл сипленет. Кайран унӑн чылай вӑхӑт вӑй илмелле пулӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫынна тӗклӗ тура тапӑннӑ. Пӑтӑрмах Красноармейски районӗнче пулса иртнӗ. Арҫын халӗ больницӑра, реанимаци уйрӑмӗнче, выртать.
Инкек Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗнче утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. «Газпром газораспределени Шупашкар» акционер обществин Ҫӗрпӳри филиалӗнче электрогазосварщик-врезчик пулса ӗҫлекен Йӗпрем ялӗнчи пӗр кил хуҫи патне ӗҫпе кайсан ӑна тӗклӗ тура тапӑннӑ. Ӑна аллинчен тата мӑйӗнчен сӑхса пӗтернӗ.
Арҫын тӑн ҫухатнӑ, анафилактика шокӗ пулнӑскере тухтӑрсем васкавлӑн реанимаци уйрӑмне илсе кайнӑ.
Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе республикӑн Ӗҫ сыхлавӗн инспекцийӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ.
