Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре пурӑнакан 43 ҫулти арҫын 150 килограмм тайнӑ. Хӑй 170 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑл самӑрлӑхпа чылай ҫул кӗрешнӗ.
Арҫын чылай вӑхӑт сывлӑхне тимлемен, апатлану йӗркине пӑхӑнман, сахал хускалнӑ. «Пурӑна киле сывлӑх хавшанине туйма тытӑнтӑм, хам тӗллӗн начарланма хӑтлантӑм: рацицона улӑштартӑм, диетологсенчен пулӑшу ыйтрӑм. Анчах пӗр хушӑ тытӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн каллех ҫапла ҫиме тытӑнаттӑм. Нумайран та 10 килограмм чакма пултараттӑм, вӑл вара уйӑхран каялла таврӑнатчӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын.
Шупашкар хулинчи Васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗсем операци туса хырӑмлӑхне пӗчӗклетме йышӑну тунӑ. Кӑтарту нумай кӗттермен – виҫӗ уйӑхран тараса 105 килограмм кӑтартнӑ. Ҫапла арҫын 45 килограмм чакнӑ.
Тухтӑрсем пациента малалла сӑнаса тӑраҫҫӗ.
