Паян Шупашкарта кӳлмекре хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки 14 сехет те 20 минутра хыпарланӑ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм кӳлмек урлӑ выртакан кӗпертен ӳкнӗ. Вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫитнӗ. Шел те, хӗрарӑм вилнӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет ҫурӑра Шупашкарти Матэ Залка урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри 2-мӗш корпусри хваттер ҫуннӑ. Вӑл – 1-мӗш хутра. Шел те, пушарта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Арҫын 66 ҫулта пулнӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫӳлти хутри кӳршисене урама тухма пулӑшнӑ. Вӗсем патне вентиляци шахтинчен тӗтӗм ҫитнӗ. Вӗсемех хваттерте кил хуҫи пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрес тесе алӑка ҫӗмӗрнӗ. Хваттер хуҫине кравать ҫинче тупнӑ. Вӑл асӑрханмасӑр пирус туртма пултарнӑ.
Паян Шупашкарта «Ярмӑрккӑра» самай вӑйлах пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 120 тӑваткал метрлӗ тимӗр гаража ҫулӑм ярса илнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шалта автомобиль ҫӑвӗсем тата шинӑсем упраннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман, кӳршӗ ҫуртсене сыхласа хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта автобус ҫуннӑ. Вӑл 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем пулман.
Автобус паян ирхине 5 сехет те 55 минутра ҫунма тытӑннӑ. Ҫуннӑ хыҫҫӑн транспортран нимӗн те юлман. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарти Пичет ҫурчӗ патӗнче те 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ.
Муркаш округӗнче юпан 25-мӗшӗнче 59-ти тата 60 ҫулти арҫынсем кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ та таврӑнман.
Паян ирхине ҫӑлавҫӑсем вӗсен виллине Васильевка выҫҫӑлккинчен 3 ҫухрӑмра тупнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку инкек мӗнле пулнине тӗпчеҫҫӗ. Ведомство кимме ларнӑ чухне ҫӑлав жилеткине тӑхӑнмалли пирки аса илтереҫҫӗ.
Ӗнер «Атӑл» автоҫул ҫинче виҫӗ фура ҫапӑннӑ. «Донгфэнг» грузовикӑн хыҫалти пайӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса, кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине КамАЗ пырса кӗнӗ. Унӑн водителӗ вырӑнтах вилнӗ.
Кунсӑр пуҫне фура «Скания» ҫине пырса кӗнӗ. «Донгфэнг» рулӗ умӗнче Беларуҫ ҫынни ларнӑ. Вӑл – 62-ре. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫуркунне унӑн водитель правине туртса илнӗ.
Чӑваш Енре 17-ри каччӑ амӑшӗпе ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ арҫынна вӗлернӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫав яш ӳсӗр пулнӑ, амӑшӗн арҫыннипе харкашу тухнӑ.
Ҫав самантра ҫӗҫӗ ярса тытса ӑна темиҫе хутчен чикнӗ. 43 ҫулти арҫыннӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑка тытса чарнӑ, уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян ҫур ҫӗр хыҫҫӑн Елчӗк округӗнчи Кушкӑ ялӗнче пушар пулнӑ. 82 ҫулти кил хуҫи мӑшӑрӗпе урама чӳречерен тухма пултарнӑ. Вӗсӗн 55 ҫулти ывӑлӗ, шел те, тухса ӗлкӗреймен.
Пушар ҫурта, хуралнӑ таврашне тӗп тунӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине экспертсем палӑртрӗҫ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1188 пушар тухнӑ, вӗсенче 43 ҫын вилнӗ.
Хӑнтӑрсен шутне палӑртас тӗллевпе хӑнтӑрсен «ҫыравне» ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хӑнтӑрсем нумайланнӑ. 2022-мӗш ҫулта 2024-шне асӑрхаса шута илнӗ пулсан, пӗлтӗр — 2180.
Хӑнтӑрсем ҫут ҫанталӑка ҫав тери пысӑк усӑ кӳреҫҫӗ. «Хӑнтӑрсем шыв тӑрӑх пӗрене юхтарса плотинасем туни, сӑмахран, кӳлӗсене типесрен сыхлать», — тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Канашри ӗнер ҫур ҫӗрте виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫемье коридорта ҫулӑм ҫатӑртатнипе вӑранса кайнӑ. Ҫавна май вӗсем алӑкран тухайман, хӗрарӑм ачисемпе тепӗр пӳлӗме кӗрсе пытаннӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем 4 минутран ҫитнӗ. Вӗсем амӑшне тата 6-ри, 11-ти ачисене урама илсе тухнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Пушара 10 минутран сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |