Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнче ача пахчине вӑхӑтра туса пӗтереймесен те пултараҫҫӗ.
Шупашкарти «ГлавИнвестСтроя» организацин директорне строительство вӑхӑтне тӑҫҫа янӑран прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
«ГлавИнвестСтрой» общество малтанласа 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле пулнӑ, анчах кайран вӑхӑта пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Анчах подрядчик ку вӑхӑта та ӗҫлесе ӗлкереймесен те пултарать. Хальхи вӑхӑтра ӗҫӗн 80 процент таран пурнӑҫланӑ.
Контракт хакӗ — 219,3 млн тенкӗ.
Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпара водитель ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ.
Асӑннӑ ялта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ҫынсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патнех машинӑпа пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра унтан иртсе пынӑ хӗрарӑм хӑраса ӳкнӗ.
«Тойота Камри» автомбиль водителӗпе 61 ҫулти хӗрарам хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ.
Прокуратура арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Водителе 4,5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн суд тепӗр 5 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.
Улатӑрта хуҫасӑр йыта пӗр хӗрачана тапӑннӑ та ӑна хулпуҫҫинчен ҫыртса илнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн вырӑнти администрацие явап тыттарма суда тавӑҫпа тухнӑ.
Суд администрацие хӗрачан ҫемйине 15 пин тенке тӳлеттерме йышӑннӑ, мӗншӗн тесен хуҫӑсӑр йытӑсемшен администраци яваплӑ.
Ҫӗрпӳ округӗнчи хӗрарӑма алимент тӳлемен тесе айӑпланӑ. Ку тивӗҫрен пӑрӑнма унӑн нимӗнле сӑлтав та пулман. Ҫапла пӗлтерет Чӑваш Республикин прокуратури.
Ҫак хӗрарӑма унччен те алимент тӳлемен тесе административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах вӑл суд йышӑнӑвне шута хуман. Ҫапла парӑм ӳссе пынӑ, 1 миллион тенке ҫитнӗ.
Суд хӗрарӑма колони-поселение 9 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ӗнер кӑнтӑрла Елчӗкре пӗр хӗрарӑм 34-ри ывӑлӗ хӑйне килпетсӗр тытни, вӗлерессипе хӑратни пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫын – унччен судпа айӑпланнӑскер.
Полици вырӑна ҫитнӗ. Район прокурорӗ Александр Кудряшов та унта пынӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын пушшех те урса кайнӑ, ҫӗҫӗпе, пӑшал евӗр япаласемпе хӑратма тытӑннӑ.
Полицейскисем унпа 2 сехет калаҫнӑ, лӑпланма ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна тытса чарайнӑ. Халӗ тӗрӗслев пырать, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай округӗнчи нумай ачалла амӑшне, ултавҫӑ серепине лекнӗскере, прокуратура пулӑшать. Виҫӗм ҫул авӑн уйӑхӗнче палламан ҫын шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн вӑл 42 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫав палламан ҫын хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӑна банк карттисене страхлама ӳкӗте кӗртсе харпӑр даннӑйсене пӗлнӗ. Ҫапла палламан ҫын унӑн счечӗ ҫинчен укна вӑрланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче укҫа Чулхула облаҫӗнчи арҫын картти ҫине куҫнине палӑртнӑ. Укҫана тавӑрса пама килӗшмен вӑл. Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ.
Комсомольски округӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳелти культура ҫуртӗнче путвалта раштавӑн 15-мӗшӗнче 19 сехет те 40 минутра арҫын виллине тупнӑ. Ун ҫине кирпӗч стена ӳкнӗ. Арҫын 1966 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Район прокуратури вырӑнта тӗрӗслев ирттерет. Кун хыҫҫӑн ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине мӗнле пӑхӑннине хак парӗҫ.
Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра ҫак культура ҫуртӗнче «Импульс» тулли мар яваплӑ общество тӗплӗ юсав ирттерет.
Куславкка районӗнчи пӗр хӗрарӑм хӑйне тепӗр хӗрарам кӳрентерсе пӗтерни пирки прокуратурӑна пӗлтернӗ. Куславкка хулинче пурӑнакан икӗ хӗрарӑм телефонпа калаҫнӑ. Унтан вӗсенчен пӗри теприне кӳрентерсе пӗтернӗ.
Чӗлхене ирӗке янӑ 49 ҫулти хӗрарӑма Правӑна административлӑ майпа явап тыттарасси ҫинчен калакан кодекспа килӗшӳллӗн явап тыттарса 3 пин тенке штрафы хурса панӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Ломоносов урамӗнчи 8А ҫуртран пуҫласа Котовсий урамӗнчи 41-мӗш ҫурт патне ҫитиччен ҫутӑ пулман. Кун пирки вырӑнтисем тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ. Ҫакна прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев ирттернӗ.
Йӗркене пӑснине палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ муниципалитет органне асархаттару хучӗ ҫырса панӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн урама ҫутӑпа тивӗҫтернӗ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче «Ҫӗмӗрле – Вӑрнар» перегонра пуйӑс ҫынна таптаса кайнӑ. Машинист чарӑнма хӑтланнӑ, анчах ҫынна таптаса каяссинчен пӑрӑнайман.
Чукун ҫул ҫинче пулнӑ арҫын вилмеллех аманнӑ. Унӑн ывӑлӗ кун хыҫҫӑн питӗ куляннӑ. Ҫавна май Чӑваш транспорт прокуратури кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци илме суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ тавӑҫа пӑхса тухнӑ, «РДЖ»-на 90 пин тенке яхӑн тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку – кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тата пытарнӑшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |